Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

6-мӗш юрӑ

Турӑшӑн ӗҫлекенӗн кӗлли

Турӑшӑн ӗҫлекенӗн кӗлли

(Ефес 6:18)

1. Эй, Туррӑмӑр, ҫӳлти Аттемӗр,

Сан яту ӗмӗр хисеплӗ пултӑр.

Сан хӗрхенӳ нихҫан иксӗлмест,

Шанчӑклӑ питӗ, вӑл улшӑнмасть.

Шанчӑклӑ пит, улшӑнмасть,

Хӗрхенӳ сан иксӗлмест.

2. Эй, Турӑ, чӑнлӑхпа пурӑнма,

Законна юратма пулӑш пире.

Сан законна тытса тӑрасшӑн,

Сан сурӑхусене шырӑпӑр.

Сурӑхсене шырӑпӑр,

Законна пурнӑҫлӑпӑр.

3. Шыратпӑр санӑн ӑслӑлӑхна,

Эс, тархасшӑн, пире парсам ӑна.

Вӗрент пире чунтан юратма,

Сан ҫинчен пурте пӗлӗҫ вара.

Пӗлӗҫ сан ҫинчен вара,

Кӑтартар юратӑва.

(Ҫаксене те пӑх: Пс. 142:10; Иоан. 21:15—17; Иак. 1:5.)