Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

50-мӗш юрӑ

Турӑ кӑтартнӑ юрату тӗслӗхӗ

Турӑ кӑтартнӑ юрату тӗслӗхӗ

(1 Иоанн 4:19)

1. Иегова — аслӑ тата ӑслӑ Турӑ —

Кашнине,

Пурне те

Чӑн юрӑтӑвӑн ҫулне вӑл кӑтартнӑ —

Чи лайӑх ҫул,

Чи лайӑх ҫул.

Пире ҫав ҫулпа пыма чӗнет Турӑ,

Ҫав ҫул пире пит хавхалантарать вӗт

Мирлӗ те пулма, ыр ӗҫсем те тума.

Туррӑн ҫулӗ —

Юрату ҫулӗ.

2. Ҫав ҫул вӑй парать тӑвансене хытӑ

Юратма,

Юратма.

Эпир пӗр-пӗрне пулӑшса тӑмашкӑн

Хатӗр ялан,

Хатӗр ялан.

Чӑн-чӑн юрату вӑл каҫарма хатӗр,

Ҫепӗҫ те ырӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ вӑл.

Ҫӳлти Аттерен вӗренсе пынӑ май

Тӑвансене

Тӑрар юратса.

3. Пит юратнӑран Турӑшӑн ӗҫлетпӗр

Куллен кун,

Куллен кун.

Турра шанчӑклӑ пулар, чунтан юрлар

Мухтав юрри,

Мухтав юрри.

Ун ячӗ ҫинчен пурне те калӑпӑр,

Чӑнлӑх ҫуттине пурте уҫҫӑн курччӑр.

Уншӑн ӗҫлесси пирӗншӗн пит хаклӑ.

Ҫак юрату —

Чӑн-чӑн юрату.

(Ҫаксене те пӑх: Рим 12:10; Еф. 4:3; 2 Пет. 1:7.)