21-мӗш юрӑ
Хӗрхенекенсем телейлӗ!
1. Телейлӗ хӗрхенекенсем!
Турӑшӑн илемлӗ вӗсем.
Турӑ пит хӗрхенни ҫинчен
Пурне те калаҫҫӗ ялан.
Турӑ пире хӗрхеннипе
Панӑ пирӗншӗн Христоса.
Вӑл рай еткерлӗх панипе
Хӗрхенӗ йӑвашшисене.
2. Иегова пек кам хӗрхенет,
Ҫав канлӗх, каҫару тупать.
Христос халь Турӑ умӗнче —
Пире кӑларчӗ вӑл тӳрре.
Хӗрхенекенсем тӗнчипе
Калаҫҫӗ Туррӑн Сӑмахне.
«Савӑнӑр,— теҫҫӗ ҫынсене,—
Патшалӑх пур халь пӗлӗтре».
3. Йӑваш ҫынсем пурте курӗҫ
Иеговӑн чӑн юратӑвне.
Иегова суд тунӑ чухне
Вӗсен хӗрхенӗвне манмӗ.
Эппин пӗтӗм вӑя хурар,
Хӗрхенекен ҫынсем пулар.
Христоспа Турӑ евӗрлӗ
Куллен пулар хӗрхенӳллӗ.
(Ҫаксене те пӑх: Лука 6:36; Рим 12:8; Иак. 2:13.)