Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1-МӖШ ЮРӐ

Иеговӑн паха енӗсем

Иеговӑн паха енӗсем

(Ӳлӗмхине 4:11)

  1. 1. Иегова, Пурне те Пултаракан,

    Эс чи хӑватли. Пирӗн пурнӑҫ — санран.

    Тӳпе те, ҫӗр те вӑйна кӑтартать.

    Сан пӗтӗм ӗҫӳ сана мухтать.

  2. 2. Иегова, эс Тӳрӗ суд Тӑвакан.

    Мӗнпур хушӑву чӑн та тӗрӗс ялан.

    Эпир сан ӑслӑлӑхун илемне

    Яр уҫҫӑн куратпӑр Библире.

  3. 3. Чӑн-чӑн юрату — сан чи лайӑх ен.

    Паха парнесем эс паратӑн куллен.

    Сан ырлӑхна, сан сӑваплӑ ятна

    Мухтавлӑпӑр пур вӑя хурса.

(Ҫавӑн пекех Пс. 35:10; 144:6—13; Еккл. 3:14; Иак. 1:17 пӑхӑр.)