Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

123-МӖШ ЮРӐ

Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр

Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр

(1 Коринф 14:33)

  1. 1. Туррӑн ҫыннисем халь унӑн ячӗпе

    Ыр хыпар сараҫҫӗ пӗтӗм тӗнчипе.

    Пӑхӑнса тӑраҫҫӗ Туррӑн йӗркине,

    Шанчӑклӑн ӗҫлеҫҫӗ пурте пӗрлӗхре.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пӗтӗм чунтан Турра пӑхӑнатпӑр;

    Вӑл — пирӗн Ҫӳлхуҫа.

    Хӳтлӗх вӑл парӗ, ӗмӗр юратӗ.

    Шанчӑклӑ пулар ӑна.

  2. 2. Хӑй чурийӗ урлӑ, сывлӑшне парса

    Вӗрентет Иегова чӑн ҫулпа пыма.

    Туррӑн ирӗкне халь пурнӑҫа кӗртер,

    Ун ҫинчен хастаррӑн, уҫҫӑн пӗлтерер.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пӗтӗм чунтан Турра пӑхӑнатпӑр;

    Вӑл — пирӗн Ҫӳлхуҫа.

    Хӳтлӗх вӑл парӗ, ӗмӗр юратӗ.

    Шанчӑклӑ пулар ӑна.

(Ҫавӑн пекех Лука 12:42; Евр. 13:7, 17 пӑхӑр.)