Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

125-МӖШ ЮРӐ

«Хӗрхенекенсем телейлӗ»

«Хӗрхенекенсем телейлӗ»

(Матфей 5:7)

  1. 1. Иегова вӑл — хӗрхенекен,

    Вӑл юратать чун-чӗререн.

    Вӑл ырлӑх хаваспах тӑвать,

    Куллен мӗн кирлине парать.

    Чунтан ӳкӗнекен ҫынна

    Иегова хатӗр каҫарма.

    Этем тӑпра ҫеҫ иккенне

    Асра тытать ҫӳлти Атте.

  2. 2. Енчен те ҫылӑха кӗрсен,

    Ҫавна пула хуйха ӳксен,

    Иисус вӗрентнӗ пек тӑвар,

    Турра йӑвашшӑн кӗлтӑвар:

    «Эпир йӑлтах каҫарнӑ пек,

    Аттемӗр, эс каҫар пире».

    Ан пултӑр кӳренӳ чунра —

    Илетпӗр канӑҫлӑх вара.

  3. 3. Пӗрне-пӗри юратнӑран

    Эпир паратпӑр кӑмӑлтан.

    Мухтавшӑн мар, чун хушнипе

    Пуян пуласшӑн ыр ӗҫпе.

    Ҫӳлти Атте йӑлтах курать,

    Ыр ӗҫшӗн ырлӑх кӑтартать.

    Телейлӗ хӗрхенекенсем,

    Пит хаклӑ Турӑшӑн вӗсем.

(Ҫавӑн пекех Матф. 6:2—4, 12—14 пӑхӑр.)