Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

128-МӖШ ЮРӐ

Вӗҫне ҫитичченех чӑтар

Вӗҫне ҫитичченех чӑтар

(Матфей 24:13)

  1. 1. Пире чӑн Туррӑн Ҫырӑвӗ

    Чӑтма вӑй-хал парать.

    Унта ҫырни пит шанчӑклӑ,

    Ялан вӑл пурнӑҫланать.

    Эс ҫирӗп ӗненӳ кӑтарт,

    Аслӑ кун ҫинчен ан ман.

    Пӗр айӑпсӑр тӑрса юлма

    Эс тӑрӑш мӗнпур вӑйран.

  2. 2. Турра малтан юратнӑ пек

    Юрат ӑна чунтан.

    Инкек-синкек килсе ҫапсан

    Ан парӑн эс нихӑҫан.

    Пит йывӑр вӑхӑтра та эс

    Ан хӑра, ан иккӗлен.

    Иегова парӗ ҫӑмӑллӑх,

    Вӑл пулӗ санпа куллен.

  3. 3. Вӗҫне ҫитичченех чӑтсан

    Эс ҫӑлӑнӑҫ илен.

    Сан ыр яту тӑрса юлать

    Иеговӑн кӗнекинче.

    Эппин халех эс чӑтӑмлӑх

    Тӑрӑш аталантарма.

    Вара Иегова Туррӑмӑр

    Туллин пиллетех сана.