133-МӖШ ЮРӐ
Ҫамрӑклах Иеговӑшӑн ӗҫле
(Екклесиаст 12:1)
-
1. Турӑшӑн хаклӑ хӗрсем, ывӑлсем —
Уншӑн чунтан ӗҫлекен ҫамрӑксем —
Турӑ пит хытӑ сире юратать,
Пиллӗх памашкӑн сӑмах вӑл парать.
-
2. Итлӗр, хисеплӗр аҫу-аннӳне,
Ан хурлантарӑр вӗсен чӗрине.
Ҫавӑншӑн ырӑ пулать хӑвӑрах,
Турӑ та пулӗ сире ҫывӑхрах.
-
3. Пултӑр Иегова ялан асунта,
Юратнӑҫемӗн юрат чӑнлӑха.
Ҫамрӑклӑхна чӑн Турра панипе
Пит савӑнтарӑн эс ун чӗрине.
(Ҫавӑн пекех Пс. 70:17; Хӳхл. 3:27; Эф. 6:1—3 пӑхӑр.)