Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

133-МӖШ ЮРӐ

Ҫамрӑклах Иеговӑшӑн ӗҫле

Ҫамрӑклах Иеговӑшӑн ӗҫле

(Екклесиаст 12:1)

  1. 1. Турӑшӑн хаклӑ хӗрсем, ывӑлсем —

    Уншӑн чунтан ӗҫлекен ҫамрӑксем —

    Турӑ пит хытӑ сире юратать,

    Пиллӗх памашкӑн сӑмах вӑл парать.

  2. 2. Итлӗр, хисеплӗр аҫу-аннӳне,

    Ан хурлантарӑр вӗсен чӗрине.

    Ҫавӑншӑн ырӑ пулать хӑвӑрах,

    Турӑ та пулӗ сире ҫывӑхрах.

  3. 3. Пултӑр Иегова ялан асунта,

    Юратнӑҫемӗн юрат чӑнлӑха.

    Ҫамрӑклӑхна чӑн Турра панипе

    Пит савӑнтарӑн эс ун чӗрине.

(Ҫавӑн пекех Пс. 70:17; Хӳхл. 3:27; Эф. 6:1—3 пӑхӑр.)