Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

142-МӖШ ЮРӐ

Хамӑр шанчӑка ҫирӗп тытар

Хамӑр шанчӑка ҫирӗп тытар

(Еврейсем 6:18, 19)

  1. 1. Сӗм тӗттӗмрен халӑхсем тухса тармашкӑн

    Мӗн авалтан тӑрӑшаҫҫӗ кӑлӑхах.

    Шел, тыткӑнран хӑйсемех тухаймаҫҫӗ —

    Ҫылӑх тӑлланӑ кашни ҫыннах.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Килчӗ Патшалӑх! Юрлар савӑнса!

    Хӑватлӑ Патша кӗрӗ пирӗн хута.

    Пӗтӗм усаллӑх ҫухалӗ кӗҫех.

    Ҫак шанчӑк вӑл пирӗншӗн якорь пекех.

  2. 2. Халь Турӑран: «Хӑҫанччен?» — тесе ыйтаҫҫӗ.

    «Аслӑ кун ҫывӑх!» — Иегова пӗлтерет.

    Кӗҫ ҫынсене ирӗке вӑл кӑларӗ.

    Уншӑн Турра мухтавлас килет.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Килчӗ Патшалӑх! Юрлар савӑнса!

    Хӑватлӑ Патша кӗрӗ пирӗн хута.

    Пӗтӗм усаллӑх ҫухалӗ кӗҫех.

    Ҫак шанчӑк вӑл пирӗншӗн якорь пекех.

(Ҫавӑн пекех Пс. 26:14; Еккл. 1:14; Иоиль 2:1; Аввак. 1:2, 3; Рим 8:22 пӑхӑр.)