Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

143-МӖШ ЮРӐ

Малалла та ӗҫлер, сыхӑ пулар, кӗтсе тӑрар

Малалла та ӗҫлер, сыхӑ пулар, кӗтсе тӑрар

(Рим 8:20—25)

  1. 1. Пӗртен-пӗр аслӑ Иегова,

    Вӑл ӗмӗрсенӗн Патшийӗ.

    Хӑйне тӳрре вӑл кӑларӗ

    Хӑй палӑртнӑ вӑхӑтра.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эпӗр сыхӑ тӑратпӑр, ӗҫлетпӗр,

    Савнӑҫлӑн хытӑ кӗтетпӗр

    Турӑ пире ҫӑласса.

  2. 2. Куратпӑр: суд кунӗ ҫывӑх.

    Христос хӗҫне хатӗрленӗ.

    Ҫав аслӑ кун унӑн ҫарӗ

    Ҫӗнтерӗ пур тӑшмана.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эпӗр сыхӑ тӑратпӑр, ӗҫлетпӗр,

    Савнӑҫлӑн хытӑ кӗтетпӗр

    Турӑ пире ҫӑласса.

  3. 3. Хӗнпе ҫӗр тулчӗ пулин те,

    Турра шанатпӑр, кӗтетпӗр.

    Кӗҫех пире вӑл хӑтарӗ

    Чӑн пурнӑҫ, ирӗк парса.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эпӗр сыхӑ тӑратпӑр, ӗҫлетпӗр,

    Савнӑҫлӑн хытӑ кӗтетпӗр

    Турӑ пире ҫӑласса.

(Ҫавӑн пекех Матф. 25:13; Лука 12:36 пӑхӑр.)