18-МӖШ ЮРӐ
Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ
-
1. Чи пысӑк юрату
пире кӑтартнӑран
Эпир сан умра,
Иегова, тӑратпӑр паян.
Юратнӑ Ывӑлна
эс кӳнӗ парнене —
Пире ҫӑлас тесе
эс панӑ чи хаклине.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Пире Христосӑн юнӗпе
хӑтарнӑ вилӗм тӑллинчен.
Ӗмӗрӗпех тав тӑвӑпӑр сана
чун-чӗререн.
-
2. Иисус ҫынсемшӗн
пурнӑҫне те шеллемен,
Тӳлесе илмешкӗн вӑл
тӑкнӑ хӑйӗн юнне.
Вӑл киличчен ҫынсен
пӗр шанчӑк та пулман,
Анчах халь шанчӑк пур
пӗр вӗҫӗмсӗр пурӑнма.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Пире Христосӑн юнӗпе
хӑтарнӑ вилӗм тӑллинчен.
Ӗмӗрӗпех тав тӑвӑпӑр сана
чун-чӗререн.
(Ҫавӑн пекех 1 Петр 1:18, 19; Евр. 9:13, 14 пӑхӑр.)