Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-МӖШ ЮРӐ

Иегова — манӑн Кӗтӳҫӗм

Иегова — манӑн Кӗтӳҫӗм

(Псалом 22)

  1. 1. Иегова — манӑн Кӗтӳҫӗм,

    Мана вӑл ертсе пырать.

    Пӗлет вӑл ман ӗмӗт-шухӑша,

    Мӗн-мӗн кирлине парать.

    Чи тулӑх улӑхсенче вӑл

    Мана канлӗн ҫӳретет.

    Яланах чунтан юратса мана

    Кӗтӳҫӗм ертсе ҫӳрет.

    Ялан чунтан юратса мана

    Кӗтӳҫӗм ертсе ҫӳрет.

  2. 2. Иегова, эпӗ пырасшӑн

    Сан тӳрӗ ҫулусемпе.

    Эс хӑв ятушӑн тӗрек парсам

    Санпа ӗмӗр ҫӳреме.

    Сӗм айлӑмпа эп кайсан та

    Хӑрамӑп хӑрушлӑхран,

    Вӗт усрать мана канлӗн сан тую,

    Манпа эс пӗрле ялан.

    Усрать мана канлӗн сан тую,

    Манпа эс пӗрле ялан.

  3. 3. Иегова, ырӑ Кӗтӳҫӗм,

    Мана эс ертсе ҫӳрен.

    Парса тӑратӑн мӗн кирлине;

    Чӑн канлӗх, вӑй-хал кӳрен.

    Иегова, эпӗ шанатӑп

    Сана пӗтӗм чӗрепе.

    Манпала пулинччӗ сан ырлӑху

    Мӗн ӗмӗрӗм тӑршшӗпех.

    Манпа пулинччӗ сан ырлӑху

    Мӗн ӗмӗрӗм тӑршшӗпех.

(Ҫавӑн пекех Пс. 27:9; 79:2 пӑхӑр.)