42-МӖШ ЮРӐ
Турӑшӑн ӗҫлекенӗн кӗлли
-
1. Аслӑ Иегова, ырӑ Аттемӗр,
Санӑн ятна мухтаччӑр ӗмӗр-ӗмӗр.
Пурте тӑрать сан ирӗкӳпе.
Эпӗр ыйтатпӑр ҫак кӗлӗре:
Килтӗр сан Патшалӑху,
Пурнӑҫлантӑр ирӗкӳ.
-
2. Туррӑмӑр, тав сана пиллӗхсемшӗн,
Кашни кунхи сан ырӑ парнӳсемшӗн.
Пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ, чӑнлӑх — санра.
Ӑслӑлӑхпа пӗлӳ эс паран,
Юратса ертсе пыран.
Ӗмӗр тав сана чунтан.
-
3. Ку тӗнчере эпир хӗн куратпӑр.
Пулӑш пире — сана шанса тӑратпӑр.
Эс йӑпатсам, тӗреклӗ тусам,
Сан ирӗкне тума вӑй парсам.
Хамӑр панӑ сӑмаха
Пулӑшсам тытса тӑма.
(Ҫавӑн пекех Пс. 35:10; 49:14; Иоанн 16:33; Иак. 1:5 пӑхӑр.)