Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

63-МӖШ ЮРӐ

Эпир — Иегова Свидетелӗсем!

Эпир — Иегова Свидетелӗсем!

(Исаия 43:10—12, ҪТ)

  1. 1. Тӗрлӗ турӑ пур ҫынсен,

    Чӑн Турра пӗлмеҫ вӗсем.

    Иегова Турӑ —

    Ҫут тӗнче Турри.

    Мӗн-мӗн пуласси ҫинчен

    Калаймаҫҫӗ йӗрӗхсем.

    Йывӑҫ та чул ҫеҫ ҫак турӑсем,

    Ҫук пӗр свидетель те вӗсен.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Ман свидетельсем эсир»,—

    Тет ҫӗрпе тӳпе Турри.

    Вӑл мӗн калать, ҫавна пурнӑҫлать;

    Хӑй сӑмахне вӑл тытать.

  2. 2. Чӑн Турра мухтав кӳрсе

    Пӗлтеретпӗр ун ятне,

    Ыр хыпар саратпӑр

    Пӗтӗм ҫӗр ҫинче.

    Туррӑн чӑнлӑхне пӗлсен

    Тухӗҫ ирӗке ҫынсем.

    Ӳсӗм тусан вӗсем чӑнлӑхра,

    Мухтӗҫ пӗрле ҫӳлти Турра.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Ман свидетельсем эсир»,—

    Тет ҫӗрпе тӳпе Турри.

    Вӑл мӗн калать, ҫавна пурнӑҫлать;

    Хӑй сӑмахне вӑл тытать.

  3. 3. Халь мӗнпур ҫын умӗнче

    Чыс тӑватпӑр ун ятне,

    Асӑрхаттаратпӑр

    Аслӑ кун ҫинчен.

    Тӳрленме кам вӑй хурать,

    Турӑ ҫав ҫынна ырлать;

    Пӗтӗм чунтан Турра пӑхӑнсан,

    Пурӑнӗ ӗмӗр савӑнса.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Ман свидетельсем эсир»,—

    Тет ҫӗрпе тӳпе Турри.

    Вӑл мӗн калать, ҫавна пурнӑҫлать;

    Хӑй сӑмахне вӑл тытать.

(Ҫавӑн пекех Ис. 37:19; 55:11; Иез. 3:19 пӑхӑр.)