Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

64-МӖШ ЮРӐ

Вырмана савӑнса хутшӑнатпӑр

Вырмана савӑнса хутшӑнатпӑр

(Матфей 13:1—23)

  1. 1. Ак тырӑ епле пиҫсе ҫитнӗ!

    Ӑна хӑвӑртрах вырмалла.

    Эпир ҫак ӗҫре тӑрӑшатпӑр,

    Ӑна халь хуратпӑр мала.

    Иисус — пирӗн чи лайӑх тӗслӗх,

    Вырма пулӑшать вӑл ҫӳлтен.

    Ҫак чыслӑ ӗҫре пур вӑя хурса

    Тырпул пуҫтаратпӑр куллен.

  2. 2. Хастаррӑн ӗҫе хутшӑнмашкӑн

    Пире юрату вӑй парать.

    Хыпар сармалла тӑхтамасӑр,

    Суд кунӗ вӗт кӗҫ пуҫланать.

    Вырма ӗҫӗнче пысӑк савнӑҫ

    Иегова пире парнелет.

    Вӗҫне ҫитиччен тӳсекен вара

    Епле пысӑк пиллӗх илет!

(Ҫавӑн пекех Матф. 24:13; 1 Кор. 3:9; 2 Тим. 4:2 пӑхӑр.)