Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

70-МӖШ ЮРӐ

Тивӗҫлӗ ҫынсене шырар

Тивӗҫлӗ ҫынсене шырар

(Матфей 10:11—15)

  1. 1. Патшалӑх ҫинчен вӗрентсе калама

    Христос ӳкӗт панӑ пире:

    «Кам тимлӗ итлет, кам пӗлесшӗн Турра,

    Шыраса тупӑр ҫав ҫынсене.

    Эсир ырӑ сунӑр киле кӗнӗ чух,

    Ҫиттӗр канӑҫлӑх ҫав кил-ҫурта.

    Анчах хыпара йышӑнмаҫҫӗ пулсан,

    Силлӗр урӑр ҫинчи тусана».

  2. 2. Пире кам итлет — Христоса йышӑнать.

    Уҫать Турӑ ун чӗрине.

    Тӳр кӑмӑллӑ, тивӗҫлӗ ҫын вӑл пулсан,

    Ҫаврӑнать вӑл Иегова енне.

    Ан хӑрӑр, ҫынна мӗн калас-ши тесе,—

    Святой сывлӑш пире пулӑшать.

    Сӑмах пирӗн витӗмлӗ, ырӑ пулсан

    Йӑваш ҫын чӗрине хускатать.

(Ҫавӑн пекех Ап. ӗҫ. 13:48; 16:14; Кол. 4:6 пӑхӑр.)