Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

75-МӖШ ЮРӐ

Акӑ эпӗ, яр мана!

Акӑ эпӗ, яр мана!

(Исаия 6:8)

  1. 1. Турра хӑртаҫҫӗ халь ҫынсем,

    Хурлаҫҫӗ ун ятне вӗсем.

    «Хаяр вӑл»,— теҫҫӗ пӗрисем,

    «Вӑл ҫуккӑ»,— теҫҫӗ ӑссӑрсем.

    Турра мухтав-хисеп кӳрсе

    Кам хӳтӗлӗ таса ятне?

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Ак эпӗ, Туррӑм, яр мана!

    Хастаррӑн мухтӑп эп сана.

    Ку маншӑн пысӑк чыс та телей.

    Эпӗ хатӗр, яр мана».

  2. 2. Калаҫҫӗ: «Турӑ вӑрахлать».

    Унран усал ҫын хӑрамасть.

    Пӗри чыслать ав йӗрӗхе.

    Тепри шанать этем влаҫне.

    Кам Туррӑн аслӑ вӑрҫине

    Пӗлтерӗ уҫҫӑн ҫынсене?

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Ак эпӗ, Туррӑм, яр мана!

    Хӑюллӑ калӑп пур ҫынна.

    Ку маншӑн пысӑк чыс та телей.

    Эпӗ хатӗр, яр мана».

  3. 3. Усал ӗҫпе ҫӗр тулнӑран

    Йӑваш ҫын хуйхӑрать паян.

    Чӑн канӑҫлӑх тупас тесе

    Шырать вӑл Туррӑн чӑнлӑхне.

    Кам пулӑшӗ йӑваш ҫынна,

    Йӑпатӗ канӑҫсӑр чуна?

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Ак эпӗ, Туррӑм, яр мана!

    Вӗрентӗп эп сан чӑнлӑхна.

    Ку маншӑн пысӑк чыс та телей.

    Эпӗ хатӗр, яр мана».

(Ҫавӑн пекех Пс. 9:25; Иез. 9:4 пӑхӑр.)