Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

76-МӖШ ЮРӐ

Эсӗ мӗн туятӑн?

Эсӗ мӗн туятӑн?

(Еврейсем 13:15)

  1. 1. Ырӑ хыпар сарса

    Мӗн туятӑн эс, кала?

    Пур ҫынна та эс ӑна

    Калатӑн тӑрӑшса.

    Эсӗ хуратӑн вӑй.

    Ӳстерет Иегова хӑй —

    Пулӑшать вӑл ҫӑлӑнма

    Мӗнпур йӑваш ҫынна.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Мухтав парни, чуна парса,

    Турра кӳретпӗр хаваспа.

    Чыслас килет Аттемӗре

    Мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе.

  2. 2. Тупрӑн йӑваш ҫынна —

    Мӗн туятӑн эс, кала?

    Вӗт пӗлмешкӗн чӑнлӑха

    Итленӗ вӑл сана.

    Хӑш-пӗр ҫынсем вара

    Итлемеҫҫӗ хыпара.

    Чарӑнмастпӑр пурпӗрех

    Тумашкӑн ҫак ӗҫе.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Мухтав парни, чуна парса,

    Турра кӳретпӗр хаваспа.

    Чыслас килет Аттемӗре

    Мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе.

  3. 3. Турӑ хаклать сана —

    Мӗн туятӑн эс, кала?

    Ыр хыпар шанса парса

    Чыс тунӑ вӑл сана.

    Пирӗн шырамалла

    Мӗнпур тивӗҫлӗ ҫынна.

    Ӑшӑ кӑмӑллӑ пулар,

    Хастаррӑн ӗҫ тӑвар.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Мухтав парни, чуна парса,

    Турра кӳретпӗр хаваспа.

    Чыслас килет Аттемӗре

    Мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе.

(Ҫавӑн пекех Ап. ӗҫ. 13:48; 1 Фес. 2:4; 1 Тим. 1:11 пӑхӑр.)