Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

8-МӖШ ЮРӐ

Иегова — пирӗн хӳтлӗх

Иегова — пирӗн хӳтлӗх

(Псалом 90)

  1. 1. Иегова — пирӗн хӳтлӗх,

    Чи шанчӑклӑ тӗрек.

    Ҫуначӗ айӗнче ун —

    Пит канлӗ те тӳлек.

    Вӑл упрӗ шанчӑклисене;

    Чунтан шанатпӑр ун ҫине.

    Иегова — ту хысакӗ,

    Унӑн ырлӑхӗ — ӗмӗрех.

  2. 2. Эс курӑн: пит нумаййӑн

    Ак ӳкӗҫ усалсем,

    Анчах та ҫирӗп тӑрӗҫ

    Тӳркӑмӑллӑ ҫынсем.

    Инкек ҫакланмӗ нихӑҫан —

    Иегова пирӗншӗн хулкан.

    Хӑрушлӑх ҫывхараймӗ;

    Ан шиклентӗр пирӗн чӗре.

  3. 3. Хӑтарӗ пирӗн Турӑ

    Шуйттан танатинчен,

    Пире вӑл хӳтлӗх парӗ

    Тӑшман тапӑннинчен.

    Хӑрамӑн эсӗ сӗмлӗхрен,

    Усал ҫын янӑ ҫӗмренрен.

    Иегова — ҫирӗп хӳтлӗх,

    Вӑл пире сыхлать пур енчен.

(Ҫавӑн пекех Пс. 96:10; 120:3, 5; Ис. 52:12 пӑхӑр.)