95-МӖШ ЮРӐ
Чӑнлӑх ҫути ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать
(Ытарӑшсем 4:18)
-
1. Мессия ҫинчен авалхи пророксем
Йӑлтах ӑнланма ӗмӗтленнӗ.
Ҫӑлмашкӑн пире вӑл кӗҫ килӗ тесе
Святой сывлӑш урлӑ пӗлтернӗ.
Ак ҫитрӗ ҫав вӑхӑт, Христос халь Патша —
Куратпӑр ҫакна уҫҫӑнах.
Иегова ҫак вӑрттӑнлӑха уҫасса
Ангелсем кӗтсе тӑнӑ пайтах.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Сукмак пирӗн — шуҫӑм ҫути пек:
Паян ҫуталсах вӑл пырать.
Турра питӗ тимлӗ итлетпӗр,
Вӑл чӑнлӑх ҫулне кӑтартать.
-
2. Иисус Ҫӳлхуҫамӑр апат вӑхӑтра
Парать пире хӑй чури урлӑ.
Халь чӑнлӑх ҫути ҫутӑрах кунсерен,
Тӗпрен улшӑнать пирӗн пурнӑҫ.
Тӗп-тӗрӗс те такӑр халь пирӗн сукмак,
Ҫӳретпӗр куллен ҫутӑра.
Ҫак ҫулшӑн эпир пархатарлӑ чунтан
Чӑнлӑха уҫакан чӑн Турра.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Сукмак пирӗн — шуҫӑм ҫути пек:
Паян ҫуталсах вӑл пырать.
Турра питӗ тимлӗ итлетпӗр,
Вӑл чӑнлӑх ҫулне кӑтартать.
(Ҫавӑн пекех 1 Петр 1:12; Рим 8:22; 1 Кор. 2:10 пӑхӑр.)