Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑна мухтавлӑр

Иеговӑна мухтавлӑр

(Псалом 95:8)

Уҫласа илӗр:

  1. 1. Эй Ҫӳлти Турӑ, Иегова,

    Кам танлашайӗ санпа?

    Юратӑвна кӑтартнишӗн

    Эп мӗн параям-ши сана?

    Тӳпенелле эп пӑхсассӑн,

    Аслӑлӑхна эп курап.

    Хӑв ырлӑхна кӑтартмашкӑн

    Камах эп вара сан умра?

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эпӗ сана, Иегова Ҫӳлхуҫа,

    Юрласа мухтав кӳреп.

    Эс чи асли, эс ӗмӗрхи Патша.

    Пӗр сана ӗмӗрӗпех

    Пултӑр пӗтӗм чыс-хисеп!

  2. 2. Сан ӗҫӳсем питӗ аслӑ,

    Куртӑр пур ҫын та ҫакна.

    Хам пурнӑҫпа чыс кӳресшӗн

    Эп санӑн сӑваплӑ ятна.

    Пӗтӗм чунтан савӑнатӑп

    Сан ирӗкне тунипе.

    Эс ман тӗрекӗм, мухтавӑм.

    Эп ҫӳрӗп сан ҫулусемпе.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эпӗ сана, Иегова Ҫӳлхуҫа,

    Юрласа мухтав кӳреп.

    Эс чи асли, эс ӗмӗрхи Патша.

    Пӗр сана ӗмӗрӗпех

    Пултӑр пӗтӗм чыс-хисеп!

  3. 3. Сарӑ хӗвел, пин-пин ҫӑлтӑр,

    Ҫӳллӗ тусем, тинӗссем —

    Ман чунӑма тыткӑнлаҫҫӗ

    Хӑватлӑ аллун ӗҫӗсем.

    Ӑслӑлӑху сан виҫесӗр,

    Юратӑву иксӗлми.

    Ӗмӗр мухтав кӳрсе тӑрӑп

    Сана, ҫут тӗнченӗн Турри.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эпӗ сана, Иегова Ҫӳлхуҫа,

    Юрласа мухтав кӳреп.

    Эс чи асли, эс ӗмӗрхи Патша.

    Пӗр сана ӗмӗрӗпех

    Пултӑр пӗтӗм чыс-хисеп!

(Ҫавӑн пекех Псалом 95:1—10; 148:3, 7 пӑхӑр.)