Мир ҫук тӗнчере мирлӗ пурӑнатпӑр
Уҫласа илӗр:
1. Машинпа пырсан е автобуспа, час-часах курап ҫакна:
Ҫын тарӑхни, килӗшӳ ҫукки паян йӗри-тавра.
Эсӗ ырӑ, тӳсӗмлӗ пул тесе Иегова вӗрентет.
Эп ҫапла пулма кӗлтӑвап ӑна. Ҫакӑ канӑҫлӑх кӳрет.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Мир ҫук тӗнчере мирлӗ пурӑнма
Чӑнах та халь ҫӑмӑл мар.
Ҫапах та эп халех мир упрап пулсан,
Мирлӗ пурнӑҫ райра пулӗ ман.
2. Эп ӗҫе ҫитетӗп, унта та стресс. Эп сисеп: ак тем пулать.
Вара чӑнах кӑштахранах тавлашу сиксе тухать.
Хам вуланине эп аса илеп: «Халь пурнӑҫ ҫӑмӑл мар.
Мир каллех тума эсӗ ӑнлан ҫынна, хӗрхенсе ӑна каҫар».
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Мир ҫук тӗнчере мирлӗ пурӑнма
Чӑнах та халь ҫӑмӑл мар.
Ҫапах та эп халех мир упрап пулсан,
Мирлӗ пурнӑҫ райра пулӗ ман.
КАҪӐ
Тӗнче юхӑмне пула
Йывӑр халь мирлӗ пурӑнма.
Ҫак хаяр тӗнче пӗтсе пырать,
Пире вара мир Турри упрать.
3. Шӑматкун ҫитсен яланхи пекех пӗлтеретпӗр ыр хыпар.
Тем килӗшмен пирки чӗлхипе пӗри калаҫма пуҫлать хӑр-хар.
Библире Иегова каланӑ пек, тавлашмарӑмӑр унпа.
Вутӑ ҫук ҫӗрте шӗл-кӑвар сӳнет, пирӗн канӑҫлӑх пулать.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Мир ҫук тӗнчере мирлӗ пурӑнма
Чӑнах та халь ҫӑмӑл мар.
Ҫапах та эп халех мир упрап пулсан,
Мирлӗ пурнӑҫ райра пулӗ ман.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Мир ҫук тӗнчере мирлӗ пурӑнма
Чӑнах та халь ҫӑмӑл мар.
Ҫапах та эп халех мир упрап пулсан,
Ӗмӗрех мир пулӗ ман.