Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эс вӑй панине пула

Эс вӑй панине пула

Уҫласа илӗр:

  1. 1. Ҫӳлти Атте,

    Эп хам хуйха,

    Чун хурлӑхне

    Пайласшӑн санпа.

    Эс пулӑшасса

    Иккӗленмесп.

    Ална парса

    Мана ҫӗклӗн эс.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ УМӖН

    Сывлӑшна

    Куллен парсамччӗ эс мана.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эсӗ вӑй кӳрсессӗн

    Эп ҫӗкленсе вӗҫеп хуйха манса.

    Ӑмӑрткайӑк евӗр юхнӑ пек эп канлӗн вӗҫетӗп

    Ҫунат сарса —

    Эс вӑй панине пула.

  2. 2. Санпа пӗрле

    Йӑлт чӑтаяп,

    Хурлӑхлине

    Хам та пулӑшаяп.

    Вӑл курӗ сан

    Пулӑшӑвна,

    Вӑл туйӗ сан

    Юратӑвна.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ УМӖН

    Сывлӑшна

    Куллен парсамччӗ эс мана.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эсӗ вӑй кӳрсессӗн

    Эп ҫӗкленсе вӗҫеп хуйха манса.

    Ӑмӑрткайӑк евӗр юхнӑ пек эп канлӗн вӗҫетӗп

    Ҫунат сарса —

    Эс вӑй панине пула.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эсӗ вӑй кӳрсессӗн

    Эп ҫӗкленсе вӗҫеп хуйха манса.

    Ӑмӑрткайӑк евӗр юхнӑ пек эп канлӗн вӗҫетӗп

    Ҫунат сарса —

    Эс вӑй панине пула.

    Эс вӑй панине пула.

    Эс вӑй панине пула.