Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Хамӑн пурнӑҫа сана паратӑп

Хамӑн пурнӑҫа сана паратӑп

Уҫласа илӗр:

  1. 1. Каҫхине ҫӳл тӳпере

    Пин-пин ҫӑлтӑр ҫутӑлать.

    Сан мӗнпур ӗҫӳ манӑн чӗрере

    Ӑшӑ туйӑм ҫуратать.

  2. 2. Манӑн Турӑҫӑм, сана

    Эп паратӑп пурнӑҫа.

    Ӗмӗр тӑршшӗпех итлӗп эп сана,

    Эсӗ пулӑн ман Хуҫа.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс шанчӑк панӑран

    Пыратӑп эп халь тӗрӗс ҫулпала.

    Ывӑлна панӑран

    Хам пурнӑҫа паратӑп эп сана,

    Паратӑп пӗр сана.

  3. 3. Ирхине хӗвел тухсан

    Мана ӑшшӑн ачашлать.

    Сан юратӑвна эпӗ туйнӑран

    Манӑн чунӑм савӑнать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс шанчӑк панӑран

    Пыратӑп эп халь тӗрӗс ҫулпала.

    Ывӑлна панӑран

    Хам пурнӑҫа паратӑп эп сана,

    Паратӑп пӗр сана.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс шанчӑк панӑран

    Пыратӑп эп халь тӗрӗс ҫулпала.

    Ывӑлна панӑран

    Хам пурнӑҫа паратӑп эп сана,

    Паратӑп пӗр сана.