Тӗп матералсем патне куҫӑр

БИБЛИРИ СӐВӐ ЙӖРКИСЕНЕ ӐНЛАНТАРСА ПАНИ

Исаия 42:8. «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа»

Исаия 42:8. «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа»

 «Эпӗ Иегова. Ку манӑн ят. Эпӗ хамӑн чапа урӑххине, хам тивӗҫлӗ мухтава йӗрӗхсене памастӑп» (Исаия 42:8, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару).

 «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, ку — Манӑн ятӑм, Хамӑн мухтавлӑхӑма урӑххине, Хамӑн чапӑма йӗрӗхсене памастӑп» (Исаия 42:8, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).

Исаия 42:8-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

 Турӑ пире хӑйӗн ятне пӗлтерет, ҫавӑн пекех вӑл хӑйне пуҫҫапнӑ чухне йӗрӗхсемпе, ӳкерчӗксемпе е турӑшсемпе усӑ курни килӗшмест тесе калать.

 Турӑ хӑй ҫакӑн пек ята суйласа илнӗ. Ҫак ята ытларах чухне чӑвашла Иегова a тесе куҫараҫҫӗ (Тухни 3:14, 15). Авалхи Халалра (Еврей-арамей Ҫырӑвӗсем) Туррӑн ячӗ 7 000 хут патнелле тӗл пулать. Ҫавна пӑхмасӑрах ӑна нумай куҫарусенче «Ҫӳлхуҫа» текен титулпа улӑштарнӑ. Сӑмахран, Псалом 110:1-мӗшӗнче [ҪТ] Иеговӑпа Иисус ҫинчен пророкла сӑмахсем каланӑ (Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗнче — Псалом 109:1). Ҫак псаломри сӑмахсене Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекери 2-мӗш сыпӑкра илсе панӑ. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗнче ҫак сӑвӑ йӗркине ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 2:34—36). «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарура вара ҫапла ҫырнӑ: «Иегова манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: „Эпӗ санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен манӑн сылтӑм енче лар“». Туррӑн ячӗ пирвайхи текстра ӑҫта пулнӑ, ҫавӑнта тӑрать. Ҫавӑнпа пӑтрашу сиксе тухмасть, кам кампа калаҫни тӳрех паллӑ.

 Хӑш-пӗр учёнӑйсем шутланӑ тӑрӑх, Иеговӑн ячӗ «вӑл пулса тӑма парать» тенине пӗлтерет. Ҫакӑн пек ят чӑн Туррӑн ҫеҫ пулма пултарать. Мӗншӗн тесен Турӑ кӑна хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама хӑй кам пулас тет, ҫавӑ пулса тӑма пултарать тата хӑйӗн пултарнийӗсене те хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн вӗсен кам е мӗн пулса тӑмалла, ҫавсем пулса тӑма парать.

 Иегова — Пурне те Тунӑ Турӑ тата пӗртен-пӗр чӑн Турӑ. Вӗт Иегова ҫеҫ эпир ӑна чунтан парӑнса пурӑнассине тивӗҫлӗ. Пирӗн йӗрӗхсемпе ӳкерчӗксене мар, Турра кӑна пуҫҫапмалла (Тухни 20:2—6; 34:14; 1 Иоанн 5:21).

Исаия 42:8-мӗш сӑвӑ йӗркин контексчӗ

 Исаия кӗнекинчи 42-мӗш сыпӑкри малтанхи сӑвӑ йӗркисенче Иегова хӑйӗн суйласа илнийӗ мӗн тӑвасси пирки калать. Турӑ каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫынсене тӗрӗслӗх мӗн иккенне уҫса парӗ (Исаия 42:1). Малалла Иегова ҫапла калать: «Халӗ вара Эпӗ ҫӗннине пӗлтеретӗп; ӑна пулса иртичченех сире пӗлтерсе хуратӑп» (Исаия 42:9). Ҫак сӑмахсем ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен, ҫӗр ҫине Мессия, е Христос, килсен, пурнӑҫланнӑ (Матфей 3:16, 17; 12:15—21).

a Туррӑн ячӗ еврей чӗлхинчи тӑватӑ хупӑ саспаллисенчен тӑрать. Вӗсене чӑваш саспаллисемпе ЙХВХ (е ИГВГ) тесе ҫыраҫҫӗ. Библин хӑш-пӗр куҫарӑвӗсенче Туррӑн ятне «Яхве» тесе куҫарнӑ. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарура «Имя Бога в Еврейских Писаниях» текен А4-мӗш приложенире (выр.) ытларах информаци тупма пулать.