Тӗп матералсем патне куҫӑр

БИБЛИРИ СӐВӐ ЙӖРКИСЕНЕ ӐНЛАНТАРСА ПАНИ

Рим 10:13. «Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ»

Рим 10:13. «Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ»

 «Иеговӑна ятран чӗнсе ыйтакан кашнийӗ ҫӑлӑнӗ» (Рим 10:13, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару).

 «Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ» (Рим 10:13, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).

Рим 10:13-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

 Пурне те Тума Пултаракан Турӑшӑн ҫын хӑш нацирен, расӑран пулни тата обществӑра мӗнле вырӑн йышӑнни пӗлтерӗшлӗ мар. Вӑл пур ҫынна та ҫӑлӑнма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме май парать. Анчах та ҫӑлӑнас тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен Иеговӑна a ятран чӗнсе ыйтмалла (Тухни 15:3).

 Библире «Иеговӑна ятран чӗнсе» ыйтни Туррӑн ятне пӗлнине тата Турра пуҫҫапнӑ чухне ҫав ятпа усӑ курнине кӑна пӗлтермест (Псалом 115:3—5). Ҫакӑ Турра шаннине тата унран пулӑшу шыранине те пӗлтерет (Псалом 19:8; 98:6).

 Туррӑн ячӗ Иисус Христосшӑн та питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Иисус тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗ те ҫакӑн пек сӑмахсенчен пуҫланать: «Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр» (Матфей 6:9, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ). Ҫавӑн пекех Иисус кам ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тет, ҫавсен пурин те Иеговӑна пӗлмелле, итлемелле тата юратмалла тесе вӗрентнӗ (Иоанн 17:3, 6, 26).

 Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗнче Рим 10:13-мӗшӗнче «Ҫӳлхуҫа» тени мӗншӗн Иеговӑна пӗлтерет теме пулать? Мӗншӗн тесен ҫак сӑвӑ йӗркинче Иоиль 2:32-мӗшӗнчи сӑмахсене илсе панӑ. Унта вара авалхи еврей текстӗнче «Ҫӳлхуҫа» титул мар, Туррӑн ячӗ тӑрать b.

Рим 10:13-мӗш сӑвӑ йӗркин контексчӗ

 Рим ҫырӑвӗнче 10-мӗш сыпӑкра каланӑ тӑрӑх, кам Иисус Христоса ӗненет, ҫавӑ кӑна Турӑпа туслашма пултарать (Рим 10:9). Ҫав шухӑшах Еврей Ҫырӑвӗсенче (ҫавӑн пекех ӑна Авалхи Халал пек пӗлеҫҫӗ) хӑш-пӗр цитатӑсенче тупма пулать. Ҫыннӑн ӗненӗвӗ ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен калакан ырӑ хыпара ыттисене каласа панинче те курӑнать. Ҫапла вара кам ҫак хыпара илтет, ҫавсен ӗненӳ аталантарма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме май уҫӑлать (Рим 10:10, 14, 15, 17).

Римри христиансем патне янӑ ҫырури 10-мӗш сыпӑка вуланӑ чухне пур сноскӑна та, ҫак сыпӑкпа ҫыхӑннӑ ытти сӑвӑ йӗркисене те вулӑр.

a Туррӑн ячӗ Библин авалхи алҫырӑвӗсенче 7 000 хут патнелле тӗл пулать. Еврей чӗлхинче ҫак ята тӑватӑ саспаллипе ҫыраҫҫӗ, ҫав тӑватӑ саспаллине тетраграмматон пек пӗлеҫҫӗ. Чӑвашла ытларах «Иегова» ятпа усӑ кураҫҫӗ, анчах хӑш-пӗр библеистсем «Яхве» ятпа усӑ кураҫҫӗ.

b Библие ҫырнӑ христиансем Туррӑн ячӗпе усӑ курнӑ пулас, ҫавна вӗсем Авалхи Халалра Туррӑн ячӗ ӑҫта тӗл пулнӑ, ҫав вырӑнсене цитата пек илсе панӑ чухне тунӑ. Ҫакӑн пирки пӗр Библи словарӗнче ҫапла каланӑ: «Ҫ[ӗнӗ] Х[алалӑн] малтанхи алҫырӑвӗсенче тетраграмматон, Туррӑн ячӗ, Яхве, А[валхи] Х[алалран] илсе панӑ хӑш-пӗр цитатӑсенче е пур цитатӑра та пулнӑ тесе шутлама сӑлтавсем пур» (The Anchor Bible Dictionary). «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарура «Туррӑн ячӗ Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче» текен А5-мӗш приложенире ытларах информаци тупма пулать.