Тӗп матералсем патне куҫӑр

БИБЛИРИ СӐВӐ ЙӖРКИСЕНЕ ӐНЛАНТАРСА ПАНИ

Ытарӑшсем 16:3. «Хӑвӑн ӗҫӳсене Ҫӳлхуҫана шанса пар»

Ытарӑшсем 16:3. «Хӑвӑн ӗҫӳсене Ҫӳлхуҫана шанса пар»

 «Хӑвӑн ӗҫӳсене пурне те Иеговӑна шанса пар, вара эсӗ мӗн тума шутласа хуни пурнӑҫланӗ» (Ытарӑшсем 16:3, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару).

 «Хӑвӑн ӗҫӳсене Ҫӳлхуҫана шанса пар, вара ӗмӗтӳ-шухӑшу пурӑнӑҫланӗ» (Ытарӑшсем 16:3, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).

Ытарӑшсем 16:3-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

 Ҫак сӑвӑ йӗрки чӑн Турра пуҫҫапакансене акӑ мӗн пирки шантарать: вӗсем Турӑ ҫине шанса унран канашсем шыраҫҫӗ пулсан тата ҫав канашсем тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ пулсан, хӑйсем мӗн тума шутласа хуни пурнӑҫланӗ.

 «Хӑвӑн ӗҫӳсене пурне те Иеговӑна шанса пар». Мӗнле те пулин йышӑну тӑвас умӗн Иеговӑна a пуҫҫапакансем хӑйсене кӗҫӗне хурса унран канаш шыраҫҫӗ (Иаков 1:5). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫын пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртни час-часах хӑйӗнчен килмест (Екклесиаст 9:11; Иаков 4:13—15). Унсӑр пуҫне, хӑйсем мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫа кӗртме ҫынсене ӑслӑлӑх ҫитмесен те пултарать. Акӑ мӗншӗн хамӑр ӗҫсене пурне те Турра шанса парсан лайӑхрах пулать. Урӑхла каласан, Турӑран кӗлӗре канаш ыйтмалла тата хамӑра унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн тытмалла. Хӑйӗн ирӗкне вара вӑл хӑйӗн Сӑмахӗнче, Библире, ҫырнӑ (Ытарӑшсем 3:5, 6; 2 Тимофей 3:16, 17).

 «Хӑвӑн ӗҫӳсене Ҫӳлхуҫана b шанса пар» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ, ӑна сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑн ӗҫӳсене Ҫӳлхуҫа ҫине хур» тенине пӗлтерет. Библие ӑнлантарса паракан пӗр справочникра каланӑ тӑрӑх, ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ «ҫын хӑйӗн ҫурӑмӗ ҫинчен ҫӗклемне хывса ӑна хӑйӗнчен вӑйлӑраххи ҫине тата кам ҫак ҫӗклеме хӑйӗнчен лайӑхрах йӑтса пыраять, ҫавӑн ҫине хунине» пӗлтерет. Камсем хӑйсене кӗҫӗне хурса Турӑ ҫине шанаҫҫӗ, ҫавсем Турӑ хӑйсене пулӑшасса ҫирӗп шанма пултараҫҫӗ (Псалом 36:5; 54:23).

 «Хӑвӑн ӗҫӳсене пурне те» текен сӑмахсем Турӑ ҫын мӗн тума шутласа хунине пурне те ырласса пӗлтермест. Иегова пиллетӗр тесен ҫын мӗн тума шутласа хуни Туррӑн нравственность нормисемпе тата унӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑмалла (Псалом 126:1; 1 Иоанн 5:14). Ҫын Турра итлемест пулсан, вӑл ӑна пиллемест. Псалом 145:9-мӗшӗнче Иегова «усал ҫынсенӗн ҫулне пӑтраштарать» тенӗ. Библире ҫырса панӑ Туррӑн нравственность нормисене хисеплекен тата вӗсем тӑрӑх пурӑнакан ҫынсене вара Турӑ пулӑшса тӑрать (Псалом 36:23).

 «Эсӗ мӗн тума шутласа хуни пурнӑҫланӗ». Хӑш-пӗр куҫарусенче ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшне «эсӗ мӗн тума шутласа хуни ҫирӗпленӗ» тесе куҫарнӑ. Еврей Ҫырӑвӗсенче (ҫавӑн пекех ӑна Авалхи Халал пек пӗлеҫҫӗ) «ҫирӗпленӗ» тесе куҫарнӑ сӑмах никӗс хунине пӗлтерет тата ытларах чухне Турӑ туна япаласем тӗреклӗ пулнине кӑтартса парать (Ытарӑшсем 3:19; Иеремия 10:12). Ҫавнашкалах Турӑ кам ун нормисем тӑрӑх пурӑнать, ҫавсем мӗн тума шутласа хунине ҫирӗплетӗ тата вӑл вӗсене хӑрушсӑр, лӑпкӑ та телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшӗ (Псалом 19:5; Ытарӑшсем 12:3).

Ытарӑшсем 16:3-мӗш сӑвӑ йӗркин контексчӗ

 Ҫак кӗнекери ытарӑшсенчен ытларахӑшне Соломон патша ҫырнӑ. Турӑ ӑслӑлӑх панине пула вӑл пин-пин ытарӑш калама пултарнӑ (3 Патшасен 4:29, 32; 10:23, 24).

 16-мӗш сыпӑкри малтанхи сӑвӑ йӗркисенче Соломон Туррӑн ӑслӑлӑхне аслӑлать тата Турӑ мӑнкӑмӑллӑ ҫынсене курайманнине кӑтартса парать (Ытарӑшсем 16:1—5). Унтан Соломон вулакана Ытарӑшсен кӗнекинче час-часах тӗл пулакан питӗ кирлӗ шухӑша ӑнланма пулӑшать: хӑйсене кӗҫӗне хуракан тата Турра хӑйсене ертсе пыма паракан ҫынсем ҫеҫ чӑннипех те ӑслӑ та ӑнӑҫлӑ пулма пултараҫҫӗ (Ытарӑшсем 16:3, 6—8, 18—23). Ҫак тӗп чӑнлӑх Библире пӗрре анчах мар тӗл пулать (Псалом 1:1—3; Исаия 26:3; Иеремия 17:7, 8; 1 Иоанн 3:22).

 Ытарӑшсен кӗнекипе паллаштаракан ҫак кӗске видеона пӑхӑр.

a Иегова — Туррӑн ячӗ (Псалом 83:18, ҪТ). «Кам вӑл Иегова?» статьяна пӑхӑр.

b Библи куҫарӑвӗсенче ытларахӑшӗнче Туррӑн ячӗ вырӑнне «Ҫӳлхуҫа» текен титулпа усӑ курнӑ. Ҫапла туни вулакансене Библие тӗрӗс ӑнланма мӗншӗн чӑрмантарнине пӗлес тесе «Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса пани» ярӑмри «Исаия 42:8. „Эпӗ — Ҫӳлхуҫа“» статьяна пӑхӑр.