Тӗп матералсем патне куҫӑр

БИБЛИРИ СӐВӐ ЙӖРКИСЕНЕ ӐНЛАНТАРСА ПАНИ

Ытарӑшсем 22:6. «Ачана тӗрӗс ҫул ҫине тӑрат»

Ытарӑшсем 22:6. «Ачана тӗрӗс ҫул ҫине тӑрат»

 «Ачана тӗрӗс ҫул ҫине тӑрат, вара вӑл ватӑлса ҫитсен те ҫав ҫултан пӑрӑнмӗ» (Ытарӑшсем 22:6, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару).

 «Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент, вара вӑл ватӑлса ҫитсен те ҫав ҫултан пӑрӑнмӗ» (Ытарӑшсем 22:6, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).

Ытарӑшсем 22:6-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

 Енчен те ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Турра юратма тата унӑн законӗсене хаклама вӗрентеҫҫӗ пулсан, ҫакӑ ачасен пӗтӗм пурнӑҫӗ ҫине лайӑх витӗм кӳрӗ.

 «Ачана тӗрӗс ҫул ҫине тӑрат». Ҫак сӑмахсене ҫапла та куҫарма пулать: «Ҫамрӑка каймалли ҫулӗ ҫине тӑрат». Ытарӑшсен кӗнеки ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсен ачисене мӗн пӗчӗкренех мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине вӗрентме хавхалантарса тӑрать (Ытарӑшсем 19:18; 22:15; 29:15). Ҫав вӑхӑтрах юратакан ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисен, аслисен пекех, суйласа илме ирӗк пуррине йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем ачисене мӗн тумаллине каласа тӑрас вырӑнне вӗсене шухӑшлама вӗрентеҫҫӗ. Ҫавна пула ачасем хӑйсем тӗллӗн йышӑнусем тума тата хӑйсем тунӑ йышӑнусемшӗн явап тытма вӗренеҫҫӗ (Саккуна астутарни 6:6, 7; Колоссӑ 3:21).

 Хӑш-пӗр библеистсем каланӑ тӑрӑх, ҫак сӑмахсем «ачана унӑн кӑмӑл-туртӑмне шута илсе вӗрент» тенине пӗлтереҫҫӗ. Ҫакӑн пек куҫарни тӗрӗс пек туйӑнма пултарать. Анчах та авалхи еврей чӗлхинчен «тӗрӗс ҫул» тесе куҫарнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ тӳрӗ пурнӑҫпа пурӑннине пӗлтерет. Ытарӑшсен кӗнекинче икӗ ҫул кӑна пур тенӗ, хӑш ҫулпа каймаллине вара ҫын хӑй суйласа илет. Пӗрремӗш ҫул пирки «ыррисенӗн ҫулӗ», «ӑслӑлӑх ҫулӗ», «тӳрӗ ҫул» тесе каланӑ (Ытарӑшсем 2:20; 4:11; 23:19). Иккӗмӗш ҫул пирки вара «усал ҫынсен ҫулӗ», «ырӑ мар ҫул» тенӗ (Ытарӑшсем 4:14; 16:29). Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ачине «тӗрӗс ҫул» ҫине тӑратмалла, урӑхла каласан, ӑна Турӑ Сӑмахӗпе, Библипе, килӗшӳллӗн пурӑнма вӗрентмелле (Псалом 118:105).

 «Вара вӑл ватӑлса ҫитсен те ҫав ҫултан пӑрӑнмӗ». Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Туррӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнма вӗрентеҫҫӗ пулсан, ытларах чухне ачасем пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпех тӗрӗс ҫулпа пыраҫҫӗ. Анчах ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачине лайӑх вӗрентсе пӑхса ӳстерсен те, ҫакӑ ача тӗрӗс ҫултан нихӑҫан та пӑрӑнманнине тата Туррӑн законӗсене нихӑҫан та пӑсманнине пӗлтермест. Сӑмахран, ача вӑхӑта япӑх ҫынсемпе ирттерет пулсан, вӑл «тӳрӗ ҫула пӑрахса» усал ӗҫсем тума пуҫлама пултарать (Ытарӑшсем 2:12—17; 1 Коринф 15:33). Кирек мӗнле пулсан та, ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсене телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма май уҫса параҫҫӗ (Ытарӑшсем 2:1, 11).

Ытарӑшсем 22:6-мӗш сӑвӑ йӗркин контексчӗ

 Ытарӑшсен кӗнекинчи 22-мӗш сыпӑкра тӗрлӗ лару-тӑрура пулӑшма пултаракан кӗске шухӑшсем ҫырса хунӑ, вӗсенче Туррӑн ӑслӑлӑхӗ курӑнать. Хӑш-пӗр шухӑшсем Иегова a умӗнче ырӑ ятлӑ пулни питӗ кирлӗ пулнине кӑтартаҫҫӗ, ырӑ ят илес тесен мӗн тумаллине те ӑнлантарса параҫҫӗ: ҫыннӑн хӑйне кӗҫӗне хумалла, уҫӑ кӑмӑллӑ тата ӗҫчен пулмалла (Ытарӑшсем 22:1, 4, 9, 29). Тепӗр шухӑшсем вара кам Туррӑн нормисене пӑсать тата чухӑнсене хӗсӗрлет, ҫавсене Турӑ наказанисӗр хӑварманнине кӑтартса параҫҫӗ (Ытарӑшсем 22:8, 16, 22—27).

 Ытарӑшсен кӗнекинчи 22-мӗш сыпӑкри сӑвӑ йӗркисенчен ытларахӑшӗ ачасене вӗрентсе ӳстернипе ҫыхӑнман. Анчах ҫак сӑвӑ йӗркисем Турӑ пире ырлатӑр тесен тата чӑн-чӑн телей тупас тесен мӗнле пурӑнмаллине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ (Ытарӑшсем 22:17—19). Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене ҫакӑн пек пурнӑҫпа пурӑнма вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем хӑйсен ачисене телей суннине кӑтартаҫҫӗ (Эфес 6:1—3).

 Ытарӑшсен кӗнекипе паллаштаракан ҫак кӗске видеона пӑхӑр.

a Иегова — Туррӑн ячӗ (Псалом 83:18, ҪТ).