Тӗп матералсем патне куҫӑр

БИБЛИРИ СӐВӐ ЙӖРКИСЕНЕ ӐНЛАНТАРСА ПАНИ

Ытарӑшсем 3:5, 6. «Хӑвӑн ӑс-тӑнна ан шан»

Ытарӑшсем 3:5, 6. «Хӑвӑн ӑс-тӑнна ан шан»

 «Пӗтӗм чӗрӳпе Иеговӑна шанса пурӑн, хӑвӑн ӑс-тӑнна ан шан. Кирек мӗн тунӑ чухне те ӑна асра тыт, вара вӑл сана тӗрӗс ҫул кӑтартӗ» (Ытарӑшсем 3:5, 6, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару).

 «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан. Хӑвӑн пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме тӑрӑш, вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ» (Ытарӑшсем 3:5, 6, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).

Ытарӑшсем 3:5, 6 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

 Пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ йышӑну тӑвас умӗн ҫакӑн пирки Иегова a Турӑ мӗн шухӑшланине пӗлмелле, хамӑр ӑс-тӑна шанмалла мар.

 «Пӗтӗм чӗрӳпе Иеговӑна шанса пурӑн». Эпир Турӑ вӗрентнӗ пек пурӑнатпӑр пулсан, ӑна шаннине кӑтартатпӑр. Турра пирӗн пур тӗлӗшрен, пӗтӗм чӗрепе шанмалла. Час-часах Библире «чӗре» сӑмахпа ҫын шалтан мӗнлерех пулнине кӑтартнӑ чухне усӑ кураҫҫӗ. Ҫав чӗре шутне ҫыннӑн туйӑмӗсем, кӑмӑл-туртӑмӗ, шухӑшӗсем кӗреҫҫӗ. Турра пӗтӗм чӗрепе шанни вӑл — туйӑм кӑна мар. Турра шанни вӑл Пурне те Тунӑ Турӑ пирӗншӗн мӗн лайӑх пулнине пӗлни пирки эпир пӗртте иккӗленменнине пӗлтерет (Рим 12:1).

 «Хӑвӑн ӑс-тӑнна ан шан». Пирӗн Турра шанмалла, мӗншӗн тесен ҫитменлӗхлӗ пулнӑран эпир япаласем ҫине тӗрӗс пӑхма пултараймастпӑр. Хамӑр ҫине анчах шанатпӑр пулсан е хамӑрӑн туйӑмсем хыҫҫӑн каятпӑр пулсан, эпир хамӑршӑн лайӑх пек туйӑнакан, анчах та япӑххи патне илсе ҫитерме пултаракан, йышӑну тума пултаратпӑр (Ытарӑшсем 14:12; Иеремия 17:9). Туррӑн ӑслӑлӑхӗ пирӗннинчен чылай ирттерет (Исаия 55:8, 9). Эпир Турӑ вӗрентнӗ пек пурӑнатпӑр пулсан, пур тӗлӗшрен те ӑнӑҫлӑ пулӑпӑр (Псалом 1:1—3; Ытарӑшсем 2:6—9; 16:20).

 «Кирек мӗн тунӑ чухне те ӑна асра тыт». Пур лару-тӑрура та, ҫавӑн пекех пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тунӑ чухне те, Туррӑн шухӑшне пӗлмелле. Ҫакна тӑвас тесен пирӗн хамӑра ертсе пыма кӗлтумалла, унтан вӑл хӑйӗн Сӑмахӗнче, Библире, мӗн каланине пурнӑҫа кӗртмелле (Псалом 24:4; 2 Тимофей 3:16, 17).

 «Вӑл сана тӗрӗс ҫул кӑтартӗ». Турӑ хӑйӗн тӳрӗлӗх нормисемпе пурӑнма вӗрентнипе пире тӗрӗс ҫул кӑтартать (Ытарӑшсем 11:5). Ҫавна пула эпир кирлӗ мар йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнатпӑр тата телейлӗрех пулатпӑр (Псалом 18:8, 9; Исаия 48:17, 18).

Ытарӑшсем 3:5, 6 сӑвӑ йӗркисен контексчӗ

 Ытарӑшсен кӗнекинче тӗп принципсене ҫырса панӑ, вӗсем ҫынна Турра юрӑхлӑ пулса телейлӗ те ӑнӑҫлӑ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшаҫҫӗ. Малтанхи тӑхӑр сыпӑка хӑйне евӗрлӗ стильпе ҫырнӑ: ашшӗ юратнӑ ывӑлне канашсем панӑ пек ҫырнӑ. Виҫҫӗмӗш сыпӑкра кам Пурне те Тунӑ Туррӑн ӑслӑ канашӗсене хаклать тата пурнӑҫра тытса тӑрать, ҫавсем мӗнле пиллӗх илни ҫинчен каланӑ (Ытарӑшсем 3:13—26).

a Иегова — Туррӑн ячӗ (Псалом 83:18, ҪТ).