Ватӑ атте-аннене пӑхасси пирки Библире мӗн каланӑ?
Библире мӗн каланӑ?
Ҫитӗнсе ҫитнӗ ачисен пысӑк яваплӑх пур: вӗсен хӑйсен ватӑ ашшӗ-амӑшне пӑхмалла. Библире каланӑ тӑрӑх, вӗсен «чи малтан Турӑ умӗнчи тивӗҫне — хӑйсен кил-йышӗшӗн тӑрӑшма, ашшӗ-амӑшне пӑхма» вӗренмелле, мӗншӗн тесен «Турра ҫавӑ кӑмӑллӑ» (1 Тимофей 5:4). Ватӑ ашшӗ-амӑшне пӑхас тӗлӗшрен мӗн тума пултарнине пурне те тунипе ҫитӗнсе ҫитнӗ ачисем Библири «аҫупа аннӳне хисепле» текен заповеде тытса тӑраҫҫӗ (Эфес 6:2, 3).
Библире ватӑ атте-аннене мӗнле пӑхмалли ҫинчен калакан ятарлӑ хушусем ҫук. Анчах та унта Турра ӗненнӗ арҫынсемпе хӗрарӑмсем ҫавна мӗнле тунине каласа панӑ. Ҫавӑн пекех унта ватӑ ашшӗ-амӑшне пӑхакансене пулӑшма пултаракан канашсене тупма пулать.
Библире каланӑ ҫынсем ватӑ ашшӗ-амӑшне мӗнле пӑхнӑ?
Вӗсем ҫавна, лару-тӑрӑва шута илсе, тӗрлӗ майлӑ тунӑ.
Иосиф хӑйӗн ватӑ ашшӗнчен, Иаковран, аякра пурӑннӑ. Унӑн хӑйӗн ашшӗне куҫарса килме май килсен, вӑл унран инҫех мар пурӑнма пуҫланӑ. Иосиф ун валли пурӑнмалли вырӑн тупнӑ, ӑна апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ тата хӳтӗленӗ (Пултарни 45:9—11; 47:11, 12).
Руфь хӑйӗн хунямӑшӗн ҫӗршывне куҫса кайнӑ та хунямӑшне пӑхса усрас тесе тӑрӑшса ӗҫленӗ (Руфь 1:16; 2:2, 17, 18, 23).
Иисус вилес умӗн хӑйӗн амӑшне пӑхма тусне хушса хӑварнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле вӑл тӑлӑх арӑм пулнӑ пулмалла (Иоанн 19:26, 27) a.
Ватӑ ашшӗ-амӑшне пӑхакансене Библири мӗнле канашсем пулӑшма пултараҫҫӗ?
Ватӑ ашшӗ-амӑшне пӑхакансем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ, Библире вара ҫав йывӑрлӑхсемпе кӗрешме пулӑшакан принципсем пур.
Аҫупа аннӳне хисеплӗр.
Библире ҫапла каланӑ: «Аҫупа аннӳне хисепле» (Тухни 20:12).
Ҫак принципа пурнӑҫра мӗнле тытса тӑмалла? Хӑвӑрӑн аҫу-аннӳне май ҫитнӗ таран хӑйсем тӗллӗн пурӑнма парӑр, ҫапла тунипе эсир вӗсене хисепленине кӑтартатӑр. Вӑйӗ пур чухне вӗсем хӑйсене мӗнле пулӑшу кирлине хӑйсем шутласа хуччӑр. Ҫав вӑхӑтрах, хӑвӑр лару-тӑрӑва кура вӗсене мӗн чухлӗ пулӑшма пултаратӑр, ҫавӑн чухлӗ пулӑшӑр.
Вӗсене ӑнланма тӑрӑшӑр тата каҫарӑр.
Библире ҫапла каланӑ: «Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын час ҫилленсе ӳкмест, унӑн мухтавӗ — ҫын айӑпне каҫарма пӗлни (Ытарӑшсем 19:11).
Ҫак принципа пурнӑҫра мӗнле тытса тӑмалла? Сирӗн аҫу е аннӳ кӳрентерекен сӑмахсем каларӗ пулсан е эсир вӗсене пӑхнине вӗсем хакламаҫҫӗ пек туйӑнать пулсан, хӑвӑра ҫакӑн пек ыйту парӑр: «Эпӗ вӗсен вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, хама мӗнле туйнӑ пулӑттӑм?» Вӗсене ӑнланма тӑрӑшнипе тата каҫарнипе эсир лару-тӑрӑва лайӑхлатма пулӑшатӑр.
Ыттисемпе канашлӑр.
Библире ҫапла каланӑ: «Канаш ҫукки тытӑннӑ ӗҫе пӑсса ярать, канашҫӑсем йышлӑ пулнӑ чухне ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулать» (Ытарӑшсем 15:22).
Ҫак принципа пурнӑҫра мӗнле тытса тӑмалла? Аҫу-аннӳн сывлӑхӗ пирки тата вӗсене мӗнле пулӑшмалли пирки нумайрах пӗлӗр. Хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта аҫу-аннӳне пулӑшмалли мӗнле майсем пуррине пӗлӗр. Кам ватӑ ашшӗ-амӑшне пӑхать, ҫавсемпе калаҫса пӑхӑр. Сирӗн пиччӳ-шӑллусем е аппу-йӑмӑкусем пур пулсан, вӗсемпе пӗрле пухӑнса аҫу-аннӳне мӗн кирлине, вӗсене мӗнле пӑхмаллине тата сирӗнтен кашнийӗ мӗн-мӗн тума пултарнине сӳтсе явӑр.
Сӑпайлӑ пулӑр.
Библире ҫапла каланӑ: «Сӑпайлисемпе пӗрле — ӑслӑлӑх» (Ытарӑшсем 11:2, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару).
Ҫак принципа пурнӑҫра мӗнле тытса тӑмалла? Эсир пурне те тума пултараймастӑр, сирӗн ҫакна ӑнланса илмелле. Сӑмахран, сирӗн пурне те тума вӑхӑт та ҫук, вӑй та ҫитеймест. Ҫакна пула эсир аҫу-аннӳ валли пурне те тума пултараймастӑр. Эсир халран кайса пыратӑр пулсан, хӑвӑр ҫемьери ытти ҫынсенчен е ватӑ ҫынсене пулӑшакан организацисенчен пулӑшу ыйтӑр.
Хӑвӑршӑн тӑрӑшӑр.
Библире ҫапла каланӑ: «Пӗр ҫын та хӑйӗн кӗлеткине кураймасӑр тӑмасть, вӑл ӑна тӑрантарать тата ҫепӗҫҫӗн пӑхса усрать» (Эфес 5:29).
Ҫак принципа пурнӑҫра мӗнле тытса тӑмалла? Аҫу-аннӳне сирӗн пӑхмалла пулин те, сирӗн хӑвӑршӑн та, эсир мӑшӑрланнӑ пулсан, хӑвӑр ҫемйӳшӗн те тӑрӑшмалла. Лайӑх апатланӑр. Ҫителӗклӗ ҫывӑрӑр тата ҫителӗклӗ канӑр (Екклесиаст 4:6). Май пур пулсан, кӑштах канса илес тесе хутран-ситрен хӑвӑрӑн ӗҫӳсене ыттисене тума ыйтӑр. Ҫапла эсир лӑпланма пултаратӑр, вара сирӗн аҫӳ-аннӳне пӑхма вӑй та пулӗ.
Библире ватӑ ашшӗ-амӑшне килте пӑхмалла тенӗ-и?
Ҫакӑн пирки Библире тӳррӗн нимӗн те каламан. Хӑш-пӗр ҫемьесем ватӑ ашшӗ-амӑшне май ҫитнӗ таран нумайрах килте пӑхма шут тытаҫҫӗ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн ачисем ватӑ ашшӗ-амӑшне ваттисен ҫуртӗнче лайӑхрах пӑхӗҫ тесе шутлама пултарӗҫ. Тен, килтисен пурин те пӗрле пухӑнмалла та кашнишӗн мӗн лайӑх пулнине сӳтсе явмалла (Галати 6:4, 5).
a Библири ҫак вырӑн ҫинчен пӗр тӗпчев ӗҫӗнче акӑ мӗн каланӑ: «Иосиф [Марийӑн упӑшки] тахҫанах вилнӗ пулмалла, ҫавӑнпа ӑна унӑн ывӑлӗ Иисус пӑхнӑ. Халӗ вара вӑл вилсен, Марийӑпа мӗн пулӗ-ши? [...] Христос ҫапла ачисен ватӑлса пыракан ашшӗ-амӑшне пӑхмаллине кӑтартнӑ» (The NIV Matthew Henry Commentary in One Volume, 428—429 страницӑсем).