Иисус мӗнле сӑн-питлӗ тата мӗнле кӗлеткеллӗ пулнӑ?
Библире мӗн каланӑ?
Иисус мӗнле сӑн-питлӗ тата мӗнле кӗлеткеллӗ пулнине никам та тӗп-тӗрӗс калама пултараймасть, мӗншӗн тесен Библире ҫавӑн пирки нимӗн те каламан. Апла пулсан, Иисус мӗнле сӑн-питлӗ тата мӗнле кӗлеткеллӗ пулни пӗлтерӗшлех мар. Анчах та Библире вӑл мӗнлерех пулнине хӑш-пӗр енчен уҫса панӑ.
Пит-куҫ. Иисус еврей пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл, амӑшӗ пекех, сӑн-пичӗпе еврейсем пек пулнӑ пулас (Еврейсем 7:14). Унӑн пит-куҫӗ ыттисенчен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑнӑ теме ҫук. Пӗррехинче Иисус Галилейӑран Иерусалима вӑрттӑн пынӑ, ҫынсем вара ӑна палласа илеймен (Иоанн 7:10, 11). Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗн чи ҫывӑх вӗренекенӗсенчен сӑн-пичӗпе тата ҫи-пуҫӗпе ытлашши уйрӑлса тӑман. Аса илӗр-ха, хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем Иисуса ярса илме пултарччӑр тесе Иуда Искариотӑн ун ҫине кӑтартма тивнӗ (Матфей 26:47—49).
Ҫӳҫ вӑрӑмӑшӗ. Иисусӑн ҫӳҫӗ вӑрӑм пулман пулас, мӗншӗн тесен Библире «ҫӳҫне-пуҫне ӳстерсе янӑ арҫын хисепрен» тухнӑ тенӗ (1 Коринф 11:14, Ҫӗнӗ Халал).
Сухал. Иисус сухаллӑ пулнӑ. Вӑл иудейсен законне тытса тӑнӑ, ҫав законра вара арҫынсене «сухала вӗҫне касса ан пӑс» тенӗ пулнӑ (Левит 19:27; Галати 4:4). Ҫавӑн пекех Библире Иисус асапланасси ҫинчен пророкла каланӑ чухне унӑн сухалӗ пирки те каланӑ (Исаия 50:6).
Кӗлетке. Иисус ҫирӗп кӗлеткеллӗ ҫын пулнӑ пулмалла. Вӑл ҫӗр ҫинче хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне ҫуран нумай утнӑ (Матфей 9:35). Вӑл иудейсен храмне икӗ хутчен тасатнӑ, ҫавӑн чухне вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ. Пӗррехинче вӑл пушӑ туса храмран выльӑх-чӗрлӗхе хӑваласа кӑларнӑ (Лука 19:45, 46; Иоанн 2:14, 15). Пӗр энциклопедире ҫапла каланӑ: «Евангелисенче мӗн калани пурте [Иисус] ҫирӗп сывлӑхлӑ тата вӑр-вар пулнине кӑтартса парать». (McClintock and Strong’s Cyclopedia, 4-мӗш том, 884-мӗш страница.)
Сӑн-питри кӑмӑл. Иисус ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑ, ҫакӑ вара унӑн пичӗ ҫинче палӑрса тӑнӑ паллах (Матфей 11:28, 29). Йӑпатупа пулӑшу илес тесе тӗрлӗ ҫынсем ун патне пынӑ (Лука 5:12, 13; 7:37, 38). Ачасем те унпа пӗрле хӑйсене лайӑх туйнӑ (Матфей 19:13—15; Марк 9:35—37).
Иисусӑн сӑн-пичӗпе кӗлетки мӗнлерех пулни ҫинчен калакан тӗрӗс мар шухӑшсем
Тӗрӗс мар шухӑш. Хӑш-пӗрисем Иисус негр рассинчен тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Ӳлӗмхи кӗнекере унӑн ҫӳҫне ҫӑмпа, урисене вара «кӑмакара хӗртнӗ пӑхӑрпа» танлаштарнӑ теҫҫӗ (Ӳлӗмхи 1:14, 15).
Факт. Ӳлӗмхи кӗнекене сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырнӑ (Ӳлӗмхи 1:1, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ). Иисусӑн ҫӳҫӗпе урисем ҫинчен сӑнарлӑ чӗлхепе каланипе Иисусӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑнхи лайӑх енӗсене сӑнласа панӑ. Анчах ҫакӑ Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне унӑн мӗнле сӑн-питпе кӗлетке пулнине кӑтартса памасть. Ӳлӗмхи 1:14-мӗшӗнче «ҫӳҫӗ те Унӑн шурӑ ҫӑм пек, юр пек шурӑччӗ» тенипе унӑн ҫӳҫӗ мӗнлерех пулнине мар, ҫӳҫӗн тӗсне палӑртнӑ. Шурӑ тӗслӗ ҫӳҫ ҫулсем иртнӗҫемӗн килекен ӑслӑлӑха пӗлтерет (Ӳлӗмхи 3:14). Ҫак сӑвӑ йӗркинче Иисусӑн ҫӳҫӗ мӗнлерех пулни ҫинчен сӑмах пымасть, мӗншӗн тесен ӑна ҫӑмпа ҫеҫ мар, юрпа та танлаштарнӑ.
Иисусӑн «урисем кӑмакара хӗртнӗ пӑхӑр евӗрлӗччӗ» тенӗ (Ӳлӗмхи 1:15). Унӑн пичӗ пирки вара «тӑр-кӑнтӑрла ҫиҫсе тӑракан хӗвел евӗрлӗччӗ» тесе каланӑ (Ӳлӗмхи 1:16). Ҫакӑнта ҫырса кӑтарнӑ пек, нимӗнле раса ҫыннин те ҫавӑн пек тӗслӗ ӳт ҫук, ҫавӑнпа та ҫакӑ вӑл сӑнарлӑ курӑну — ҫакӑ Иисус «патне те пымалла мар ҫутӑра» пурӑннине кӑтартса парать (1 Тимофей 6:16).
Тӗрӗс мар шухӑш. Иисус вӑйсӑр та хыткан пулнӑ.
Факт. Иисус хӑйне чӑн-чӑн арҫын пек тытнӑ. Сӑмахран, вӑл хӑйне тытма килнӗ хӗҫ-пӑшаллӑ ушкӑна хирӗҫ хӑюллӑн тухнӑ (Иоанн 18:4—8). Иисус вӑйлӑ пулнине вӑл платник пулни те, ҫав ӗҫе вӑл ал ӗҫ хатӗрӗсемпе туни те кӑтартса парать (Марк 6:3).
Апла пулсан, мӗншӗн Иисус асап юпине хӑй тӗллӗн йӑтса пыма пултарайман? Мӗншӗн вӑл хӑйӗнпе пӗрле пӑталаса хунӑ ҫынсенчен маларах вилнӗ? (Лука 23:26; Иоанн 19:31—33). Хӑйне асаплантарса вӗлериччен тӳснӗ йывӑрлӑхсем Иисуса вӑйран янӑ. Вӑл, чунӗ питӗ хытӑ асапланнӑран та пулас, ҫӗрӗпе ҫывӑрман (Лука 22:42—44). Ҫав каҫ унран иудейсем мӑшкӑласа кулнӑ, ирхине вара ӑна римлянсем асаплантарнӑ (Матфей 26:67, 68; Иоанн 19:1—3). Ҫаксене пурне те пула пуль, вӑл хӑвӑртрах вилнӗ.
Тӗрӗс мар шухӑш. Иисус яланах салхуллӑ пулнӑ.
Факт. Иисус хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗн, Иеговӑн, лайӑх енӗсене питӗ чаплӑ кӑтартса тӑнӑ, Иегова пирки вара Библире «телейлӗ Турӑ» тенӗ (1 Тимофей 1:11, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ; Иоанн 14:9). Унсӑр пуҫне, Иисус ҫынсене телейлӗ пулас тесен мӗн тумаллине вӗрентнӗ (Матфей 5:3—9; Лука 11:28). Ҫаксем пурте Иисусӑн пичӗ савӑнӑҫпа ҫиҫсе тӑнине кӑтартса параҫҫӗ.