Мӗншӗн Иисус Христос пирки Турӑ Ывӑлӗ тенӗ?
Библире мӗн каланӑ?
Библире Иисус Христос пирки час-часах «Турӑ Ывӑлӗ» тенӗ (Иоанн 1:49) Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ Турӑ пурне те, ҫав шутрах Иисуса та, пурнӑҫ панине кӑтартса парать (Псалом 35:10; Ӳлӗмхи 4:11) Библире каланӑ тӑрӑх, Турӑ вӑл — ҫынсен ашшӗ пек ашшӗ мар.
Библире ангелсем пирки те «Турӑ ывӑлӗсем» тенӗ (Иов 1:6). Библире каланӑ тӑрӑх, пӗрремӗш ҫын Адам та «Туррӑн Ывӑлӗ» пулнӑ (Лука 3:38). Иисуса Турӑ чи малтан тата хӑй тӗллӗн тунӑ, ҫавӑнпа Библи Иисуса Туррӑн ытти ывӑлӗсенчен ытларах палӑртса калать.
Ҫӗр ҫинче ҫураличчен Иисус тӳпере пурӑннӑ-и?
Ҫапла. Ҫӗр ҫинче ҫын пулса ҫураличчен Иисус тӳпере ангел пулса пурӑннӑ. Иисус ҫапла каланӑ: «Эпӗ ҫӳлтен [е тӳперен]… аннӑ» (Иоанн 6:38; 8:23).
Турӑ чи малтан, ыттисене пурне те тӑвиччен, Иисуса тунӑ. Иисус пирки Библире ҫакӑн пек каланӑ:
«Вӑл мӗн пултарнинчен пуринчен те малтан ҫуралнӑ» (Колоссӑ 1:15).
Вӑл — «Турӑ мӗн пултарнийӗн Пуҫламӑшӗ» (Ӳлӗмхи 3:14).
Библире кам «чӑн пуҫламӑшӗнчен, ӗмӗрхи кунсенчен тухӗ», ҫавӑн пирки пророкла каланӑ пулнӑ. Иисус ҫак пророкла сӑмахсене пурнаҫланӑ (Михей 5:2; Матфей 2:4—6).
Ҫӗр ҫине киличчен Иисус мӗн туса пурӑннӑ?
Вӑл тӳпере пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Турра кӗлтунӑ чухне Иисус унччен хӑй мӗнле вырӑн йышӑнни пирки ҫапла каланӑ: «Эй Аттем! халӗ ӗнтӗ Мана... мухтава кӑлар, тӗнче пуличченех Хӑвӑн патӑнта пулнӑ аслӑлӑхӑмпа мухтава кӑлар» (Иоанн 17:5).
Вӑл хӑйӗн Ашшӗне ыттисене пурне те тума пулӑшнӑ. Иисус Турӑпа пӗрле ӗҫленӗ тата «Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ» (Ытарӑшсем 8:30) Библире Иисус пирки ҫапла каланӑ: «Тӳпере мӗн пуррине, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине... Ун урлӑ пултарнӑ» (Колоссӑ 1:16).
Турӑ Иисуспа усӑ курса ыттисене пурне те тунӑ — ҫав шутрах ангелсене те, Ҫут тӗнчене те (Ӳлӗмхи 5:11). Турӑпа Иисус пӗрле ӗҫленине хӑш-пӗр енчен архитекторпа строитель пӗрле ӗҫленипе ташлантарма пулать. Архитектор проект тӑвать, строитель вара ҫав проекта пурнӑҫа кӗртет.
Вӑл «Сӑмах» пулнӑ. Библире Иисусӑн ҫын пулса ҫураличченхи пурнӑҫӗ ҫинчен каланӑ чухне ун пирки «Сӑмах» тенӗ (Иоанн 1:1). Ҫакӑ вӑл Турӑ тӗрлӗ пӗлтерӳсене тата мӗн-мӗн тумаллине Ывӑлӗ урлӑ ангелсене каласа тӑнине пӗлтерет пулмалла.
Унсӑр пуҫне, Иисус ҫынсемшӗн те Туррӑн представителӗ пулнӑ. Турӑ шӑп Иисус урлӑ пулас, Эдем садӗнче Адампа Евӑна мӗн-мӗн тумаллине каласа тӑнӑ (Пултарни 2:16, 17). Израильтянсене пушхир тӑрӑх ертсе пынӑ ангел та Иисус пулнӑ пулмалла, вӗсен вара ҫав ангела итлемелле пулнӑ (Тухни 23:20—23) a.
a Турӑ «Сӑмах» урлӑ ҫеҫ мар, ытти ангелсем урлӑ та калаҫнӑ. Сӑмахран, вӑл израильтянсене Саккун панӑ чухне ҫавна хайӗн малтанхи Ывӑлӗ урлӑ мар, урӑх ангелсем урлӑ тунӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 7:53; Галати 3:19; Еврейсем 2:2, 3).