Мӗн вӑл святой сывлӑш?
Библире мӗн каланӑ?
Святой сывлӑш вӑл — Туррӑн ӗҫ тӑвакан вӑйӗ, урӑхла каласан, унӑн ӗҫӗсенче курӑнса тӑракан вӑй (Михей 3:8; Лука 1:35). Турӑ хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе хӑйӗн святой сывлӑшне, хӑйӗн энергине, кирек хӑш вырӑна та яма пултарать (Псалом 103:30; 138:7).
Библире ру́ах текен еврей сӑмахне тата пне́ума текен грек сӑмахне «сывлӑш» тесе куҫарнӑ. Ҫак сӑмахсем час-часах Туррӑн ӗҫ тӑвакан вӑйне, е святой сывлӑша, кӑтартса параҫҫӗ (Пултарни 1:2). Анчах та Библире ҫак сӑмахсен урӑх пӗлтерӗшӗ те пур, тӗслӗхрен:
сывлани (Аввакум 2:19; Ӳлӗмхине 13:15);
ҫил (Пултарни 8:1; Иоанн 3:8);
чӗрӗ чунсене пурнӑҫ паракан вӑй (Иов 34:14, 15);
ҫыннӑн кӑмӑл-туртӑмӗ (Йыша шутлани 14:24);
Турӑ е ангелсем (3 Патшасен 22:21; Иоанн 4:24).
Ҫак сӑмахсен пурин те пӗр пӗрпеклӗх пур: вӗсем пурте темскер курӑнманскере, анчах курӑнмалла витӗм кӳрекенскере пӗлтереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, Туррӑн сывлӑшӗ те, пӗр словарьте каланӑ тӑрӑх, «ҫил пекех, куҫа курӑнмасть, ӳтлӗ мар тата унӑн вӑй пур» (An Expository Dictionary of New Testament Words, by W. E. Vine).
Ҫавӑн пекех Библире Туррӑн святой сывлӑшӗ пирки унӑн «алли» тенӗ (Псалом 8:4; 18:2). Пӗр-пӗр алӑсти мӗне те пулин аллипе тунӑ пекех, Турӑ та святой сывлӑшӗпе усӑ курса, сӑмахран, ҫаксене тунӑ:
Ҫут тӗнчене тунӑ (Псалом 32:6; Исаия 66:1, 2);
Библи ҫырма хавхалантарнӑ (2 Петр 1:20, 21);
Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсене тӗлӗнмелле ӗҫсем тума тата ырӑ хыпара хастаррӑн сарма пулӑшнӑ (Лука 4:18; Апостолсен ӗҫӗсем 1:8; 1 Коринф 12:4—11);
Турра итлекен ҫынсене лайӑх енсем кӑтартма пулӑшнӑ (Галати 5:22, 23).
Святой сывлӑш — Турӑ мар
Библире Туррӑн сывлӑшӗ пирки унӑн «алли» тата «сывлӑшупа вӗртӗн» тени святой сывлӑш Турӑ пулманнине кӑтартса парать (Тухни 15:8, 10). Алӑстин аллисем унӑн ӑсӗпе кӗлеткинчен уйрӑммӑн ӗҫлеме пултараймаҫҫӗ; ҫавӑн пекех святой сывлӑш та Турӑ мӗн тӑвас тенӗ пек кӑна тума пултарать (Лука 11:13). Ҫитменнине тата, Библире Туррӑн сывлӑшне шывпа танлаштарнӑ тата ӑна, сӑмахран, ӗненӳпе тата пӗлӳпе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫакӑн пек танлаштарнисем святой сывлӑш Турӑ пулманнине кӑтартса параҫҫӗ (Исаия 44:3; Апостолсен ӗҫӗсем 6:5; 2 Коринф 6:6).
Библире Туррӑн ячӗ — Иегова, унӑн Ывӑлӗн ячӗ — Иисус Христос тенӗ, анчах унта святой сывлӑшӑн ячӗ пирки ниҫта та каламан (Исаия 42:8, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ; Лука 1:31). Асапланса вилнӗ Стефан ятлӑ христианина тӗлӗнмелле майпа курӑну кӑтартнӑ чухне вӑл виҫҫӗшне мар, иккӗшне ҫеҫ курнӑ. Библире ҫапла каланӑ: «Стефан ҫӳлелле пӑхнӑ та, Святой Сывлӑшпа хӑватлӑланса, Туррӑн мухтавлӑхне, Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Иисуса курнӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 7:55, Ҫӗнӗ Сӑмах). Святой сывлӑш, Туррӑн ӗҫ тӑвакан вӑйӗ, Стефана ҫак курӑнӑва курма пулӑшнӑ.
Святой сывлӑш ҫинчен калакан тӗрӗс мар шухӑшсем
Тӗрӗс мар шухӑш: святой сывлӑш вӑл — «Ҫӗнӗ Сӑмах» куҫарӑвӗнче 1 Иоанн 5:7, 8 каланӑ тӑрӑх, виҫӗ сӑнарлӑ пӗр Туррӑн пайӗ.
Факт: «Ҫӗнӗ Сӑмах» куҫарӑвӗнче 1 Иоанн 5:7, 8 сӑвӑ йӗркисенче ҫакӑн пек сӑмахсем пур: «Пӗлӗт ҫинче виҫҫӗн пӗлтерсе тӑраҫҫӗ: Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ, Святой Сывлӑш Турӑ; Вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрре пулаҫҫӗ». Анчах та тӗпчевҫӗсем Иоанн апостол ҫак сӑмахсене ҫырманнине тӗпчесе пӗлнӗ, ҫавӑнпа та вӗсене Библин пайӗ тесе шутламалла мар. Брюс Мецгер профессор ҫапла ҫырнӑ: «Ҫак сӑмахсене кӗртсе хунӑ, вӗсен вара Ҫӗнӗ Халалра пулма ирӗк ҫук» (A Textual Commentary on the Greek New Testament).
Тӗрӗс мар шухӑш: Библире святой сывлӑша чӗрӗ пек сӑнарласа панӑ, ҫавӑнпа та вӑл — Турӑ.
Факт: Сӑваплӑ Ҫыру хӑш-пӗр чухне святой сывлӑша чӗрӗ пек сӑнласа парать. Сӑмахран, Иисус святой сывлӑша «Лӑплантаракан» (параклит) тенипе чӗрӗ пек кӑтартса панӑ. Иисус каланӑ тӑрӑх, ҫав «Лӑплантаракан» кӑтартса парать, пӗлтерет, калать, илтет, мухтава кӑларать тата илет (Иоанн 16:7—15). Анчах та ҫакӑ вӑл святой сывлӑш Турӑ пулнине пӗлтермест. Библире ӑслӑлӑха та, вилӗме те, ҫылӑха та чӗрӗ пек сӑнласа панӑ (Ытарӑшсем 1:20; Рим 5:17, 21). Сӑмахран, унта ӑслӑлӑхӑн хӑйӗн «ӗҫӗсем» пур тенӗ, ҫавӑн пекех ҫылӑх илӗртет, тӗрлӗ хапсӑнчӑклӑ ӗмӗт-шухӑш ҫуратать тата вӗлерет тесе каланӑ (Матфей 11:19; Рим 7:8, 11).
Тӗрӗс мар шухӑш: святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗни святой сывлӑш Турӑ пулнине ҫирӗплетсе парать.
Факт: Библире хӑш-пӗр чухне «ят» текен сӑмахпа кам та пулин мӗнле вырӑн йышӑннине е унӑн мӗнле власть пулнине кӑтартас тесе усӑ курнӑ (Саккуна астутарни 18:5, 19—22; Эсфирь 8:10). Чӑваш чӗлхинче те «закон ячӗпе» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ кураҫҫӗ, ҫакӑ вара закон ҫын пулнине пӗлтермест. Святой сывлӑш «ячӗпе» шыва кӗрекен ҫын святой сывлӑшӑн мӗнле хӑват пуррине тата Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлас тӗлӗшрен святой сывлӑш мӗнле вырӑн йышӑннине ӑнланать (Матфей 28:19).
Тӗрӗс мар шухӑш: Иисусӑн апостолӗсем тата унӑн малтанхи вӗренекенӗсем святой сывлӑш Турӑ пулнине ӗненнӗ.
Факт: Библи те, истори те ҫак шухӑша ҫирӗплетсе памасть. «Британи энциклопедийӗнче» ҫапла каланӑ: «Святой Сывлӑш вӑл Туррӑн пӗр пайӗ текен шухӑша... Константинополь соборӗнче пирӗн эрӑри 381 ҫулта йышӑннӑ» (Encyclopædia Britannica). Ҫакӑ юлашки апостол вилнӗ хыҫҫӑн 250 ҫул ытла вӑхӑт иртсен пулса иртнӗ.