Тӗп матералсем патне куҫӑр

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Библире мӗн каланӑ?

 Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — Иегова Турӑ йӗркеленӗ правительство. Библире «Турӑ Патшалӑхӗ» пирки «ҫӳлти Патшалӑх» та тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл тӳперен ертсе пырать (Марк 1:14, 15; Матфей 4:17). Турӑ Патшалӑхӗпе ҫынсен правительствисем хушшинче нумай пӗрпеклӗх пур, анчах Турӑ Патшалӑхӗ вӗсене пур енчен те ирттерет.

  •   Ертсе пыракансем. Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулма Турӑ Иисус Христоса суйласа лартнӑ. Турӑ ӑна питӗ пысӑк власть панӑ, ҫынсенчен никамӑн та ҫакӑн пек пысӑк власть ҫук (Матфей 28:18). Иисус хӑйӗн влаҫӗпе яланах тӗрӗс усӑ курать, мӗншӗн тесен вӑл шанӑҫа тивӗҫлӗ тата хӗрхенекен Ертӳҫӗ (Матфей 4:23; Марк 1:40, 41; 6:31—34; Лука 7:11—17). Турӑ пулӑшнипе Иисус мӗнпур халӑхран ҫынсене суйласа илнӗ, вӗсем тӳпере «патшасем пулса» унпа пӗрле «ҫӗре тытса тӑрӗҫ» (Ӳлӗмхи 5:9, 10).

  •   Хӑҫанччен ертсе пырӗ. Ҫынсен правительствисем яланах улшӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем вӑхӑтлӑха ҫеҫ. Турӑ Патшалӑхӗ вара «ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ», вӑл нихӑҫан та арканмӗ (Даниил 2:44).

  •   Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисем. Туррӑн законӗсене итлесе пурӑнакан кирек мӗнле халӑх ҫынни те Турӑ Патшалӑхӗн ҫынни пулса тӑма пултарать (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35).

  •   Законсем. Турӑ Патшалӑхӗн законӗсем (е заповечӗсем) Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисене тӗрӗс маррине тума чараҫҫӗ кӑна мар, Туррӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнма та вӗрентеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Библире ҫапла каланӑ: «„Хӑвӑн Иегова Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат“. Ҫакӑ чи аслӑ та тӗп заповедь. Иккӗмӗшӗ те ун евӗрлех: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“» (Матфей 22:37—39). Турра тата ҫывӑх ҫынна юратни Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисене ыттисене ырӑ тума хавхалантарать.

  •   Вӗрентни. Турӑ Патшалӑхӗ хӑйӗн ҫыннисенчен Туррӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнасса кӗтет тата вӗсене ҫакна мӗнле тумаллине те вӗрентет (Исаия 48:17, 18).

  •   Тӗллев. Турӑ Патшалӑхӗн пуҫлӑхӗсен хӑйсене пӑхӑнса тӑракансен шучӗпе пуяс тӗллев ҫук. Ҫак Патшалӑх Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлӗ, ҫав шутрах Турӑ сӑмах панине — Турра юратакансем ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ тенине — пурнӑҫлӗ (Исаия 35:1, 5, 6; Матфей 6:10; Ӳлӗмхи 21:1—4).