Тӗп матералсем патне куҫӑр

Турӑ Патшалӑхӗ мӗн туса парӗ?

Турӑ Патшалӑхӗ мӗн туса парӗ?

Библире мӗн каланӑ?

 Турӑ Патшалӑхӗ ҫынсен правительствисене пурне те пӗтерӗ, хӑй вара пӗтӗм ҫӗрпе ертсе пырӗ (Даниил 2:44; Ӳлӗмхи 16:14). Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫласан мӗн-мӗн тӑвӗ?

  •   Хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутлакан йӗркесӗр ҫынсене пӗтерӗ, мӗншӗн тесен вӗсене пула эпир пурте хӗн куратпӑр. «Йӗркесӗр ҫынсене... ҫӗр ҫинчен пӗтерӗҫ» (Ытарӑшсем 2:22).

  •   Пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе вӑрҫӑсене пӗтерӗ. «[Турӑ] вӑрҫа ҫӗр чиккине ҫитиех» чарӗ (Псалом 45:10).

  •   Пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗпе мирлӗ те лӑпкӑ пурнӑҫ пулӗ тата ҫынсем тулӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнӗҫ. «Кашнийӗ хӑйӗн иҫӗм йывӑҫӗ айӗнче, хӑйӗн смоква йывӑҫӗ айӗнче ларӗ, вӗсене никам та хӑратмӗ» (Михей 4:4).

  •   Пӗтӗм ҫӗре рай тӑвӗ. «Пушхир, типӗ ҫӗр хӗпӗртенӗ, этем пурӑнман ҫӗр хавасланӗ, нарцисс евӗр чечекленӗ» (Исаия 35:1).

  •   Кашнине хӑйне килӗшекен, кӑмӑла ҫырлахтаракан ӗҫ парӗ. «[Турӑ] суйласа илнийӗсем хӑйсен алли ӗҫӗпе чылайччен усӑ курӗҫ. Ытахаль ӗҫлемӗҫ» (Исаия 65:21—23).

  •   Чирсене пӗтерӗ. «Пӗри те: „эпӗ чирлӗ“ тесе каламӗ» (Исаия 33:24).

  •   Ватлӑха пӗтерӗ. «Вара унӑн ӳчӗ-тирӗ ҫамрӑк чухнехинчен те чӗрӗрех пулӗ; ҫамрӑклӑхӗ каялла таврӑнӗ» (Иов 33:25).

  •   Вилнӗ ҫынсене чӗртсе тӑратӗ. «Виле шӑтӑкӗнче выртакансем пурте... [Иисусӑн] сассине илтӗҫ те тухӗҫ» (Иоанн 5:28, 29).