Тӗп матералсем патне куҫӑр

Манӑн вилес килет. Манӑн хам ҫине ал хурас шухӑш ҫуралсан, Библи пулӑшма пултарать-и?

Манӑн вилес килет. Манӑн хам ҫине ал хурас шухӑш ҫуралсан, Библи пулӑшма пултарать-и?

Библире мӗн каланӑ?

 Пултарать! Библи вӑл — «йӑвашшисене [е хуйха ӳкнисене] лӑплантаракан Турӑ» панӑ кӗнеке (2 Коринф 7:6). Библи психика чирӗсем ҫинчен калакан кӗнеке мар пулин те, вӑл нумайӑшне хӑйсем ҫине ал хурас шухӑшран хӑтӑлма пулӑшнӑ. Библири канашсем сире те пулӑшма пултараҫҫӗ.

 Библи мӗнле усӑллӑ канашсем парать?

  • Хӑвӑрӑн туйӑмусене каласа парӑр.

     Библире мӗн каланӑ? «Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет» (Ытарӑшсем 17:17).

     Пӗлтерӗшӗ. Йывӑр шухӑшсем канӑҫ паман чухне пирӗн ыттисенчен пулӑшу ыйтмалла.

     Эпир хамӑр мӗн туйнине ыттисене каласа памастпӑр пулсан, йывӑр шухӑшсем пире пуссах илме пултараҫҫӗ. Енчен те эпир хамӑр мӗн туйнине кама та пулин каласа патӑмӑр пулсан, тен, вара хамӑра лайӑхрах туйма тата хамӑр йывӑрлӑхсем ҫине те урӑхларах пӑхма пуҫлӑпӑр.

     Канаш. Кампа та пулин, сӑмахран, килтисенчен кампа та пулин е ҫывӑх тусупа, паянах калаҫса пӑхӑр a. Хӑвӑр туйӑмусене эсир хут ҫине ҫырса хума пултаратӑр.

  • Специалистран пулӑшу илӗр.

     Библире мӗн каланӑ? «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ» (Матфей 9:12).

     Пӗлтерӗшӗ. Чирлӗ чухне пирӗн пулӑшу илес тесе тухтӑр патне каймалла.

     Психикӑпа е эмоципе ҫыхӑннӑ чирсене пула, тен, пирӗн хамӑр ҫине ал хурас шухӑш ҫуралма пултарать. Ытти чирсем пекех, ҫакӑнта ним намӑсси те ҫук. Психикӑпа е эмоципе ҫыхӑннӑ чирсенчен сывалма пулать.

     Канаш. Май ҫитнӗ таран хӑвӑртрах ҫав енпе ӗҫлекен тухтӑртан пулӑшу илӗр.

  • Ҫакна асра тытӑр: Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать.

     Библире мӗн каланӑ? «Пилӗк ҫерҫие икӗ вак укҫапа сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах та Турӑ вӗсене пӗрне те манмасть. […] Ан хӑрӑр: эсир темӗн чухлӗ ҫерҫирен те хаклӑрах» (Лука 12:6, 7).

     Пӗлтерӗшӗ. Турӑшӑн эсир хаклӑ.

     Эсир хӑвӑра тӑр пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйма пултаратӑр, анчах та Турӑ сире мӗн тери йывӑр пулнине курать. Сирӗн пурӑнас килмест пулсан та, вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать. «Турра юрӑхлӑ парне — ӳкӗненекен [е хурланакан] чун; ӳкӗнекен йӑваш [е хурланакан] чӗрене Эсӗ, Турӑ, пӑрахмастӑн»,— тенӗ Псалом 50:19-мӗшӗнче. Турӑ сире пурӑнтарасшӑн, мӗншӗн тесен вӑл сире юратать.

     Канаш. Библире Турӑ сире юратни ҫинчен нумай ҫӗрте каланӑ. Ҫавӑн ҫинчен вулӑр. Сӑмахран, «Приближайся к Иегове» ятлӑ кӗнекери 24-мӗш сыпӑка пӑхӑр.

  • Турра кӗлтӑвӑр.

     Библире мӗн каланӑ? «Вӑл [Турӑ] сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа хӑвӑр хуйха Ӑна шанса парӑр (1 Петр 5:7, Ҫӗнӗ Халал).

     Пӗлтерӗшӗ. Турӑ пире хамӑр туйӑмсене тата хамӑра мӗн пӑшӑрхантарнине ним пытармасӑр хӑйне каласа пама ыйтать.

     Турӑ пире чун канӑҫлӑхне пама тата малалла пурӑнма вӑй пама пултарать (Филиппӑ 4:6, 7, 13). Ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗнчен чун-чӗререн пулӑшу ыйтакансене пулӑшать (Псалом 54:23).

     Канаш. Паянах Турра кӗлтӑвӑр. Ӑна ятран, Иегова тесе чӗнӗр те ӑна хӑвӑр мӗн туйнине каласа парӑр (Псалом 83:18, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару). Турӑран пурне те чӑтса ирттерме пулӑшсам тесе ыйтӑр.

  • Библире пуласлӑх пирки калакан шанчӑк ҫинчен шухӑшлӑр.

     Библире мӗн каланӑ? «Ӗмӗт [е шанчӑк] вӑл чуншӑн [е пурнӑҫшӑн] — шанчӑклӑ, тӗреклӗ якорь пек» (Еврейсем 6:19).

     Пӗлтерӗшӗ. Сирӗн кӑмӑл пӗрре лайӑх, тепре япӑх пулнӑран эсир хӑвӑра ҫил-тӑвӑллӑ тинӗсри карап ҫинче пулнӑ пек туйма пултаратӑр. Анчах та Библири шанчӑк сире пурнӑҫра ҫирӗп тӑма пулӑшӗ.

     Ҫак шанчӑк вӑл — пуш ӗмӗт мар, мӗншӗн тесен Турӑ пур хӗн-асапа та пӗтерме сӑмах панӑ (Ӳлӗмхи 21:4).

     Канаш. Библири шанчӑк ҫинчен «Туррӑн ырӑ хыпарӗ» ятлӑ брошюрӑри 5-мӗш урокран нумайрах пӗлме пулать.

  • Хӑвӑра мӗн килӗшнине тӑвӑр.

     Библире мӗн каланӑ? «Хаваслӑ чӗрелли, чиртен сыватнӑ пекех, ырӑ тӑвать» (Ытарӑшсем 17:22).

     Пӗлтерӗшӗ. Эпир хамӑра савӑнӑҫ паракан ӗҫсене туни пирӗн сывлӑха лайӑхлатма пултарать.

     Канаш. Кӑмӑла ҫӗклекен ӗҫсене тӑвӑр. Сӑмахран, кӑмӑла каякан музыкӑна итлӗр, хӑвӑра мӗн хавхалантарать, ҫавна вулӑр е хӑвӑр валли пӗр-пӗр хобби тупӑр. Ыттисене ырӑ туни те сире телейлӗрех тӑвӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 20:35).

  • Сывлӑхшӑн тӑрӑшӑр.

     Библире мӗн каланӑ? «Ӳт-пӗве аталантарни... усӑллӑ» (1 Тимофей 4:8, Ҫӗнӗ Халал).

     Пӗлтерӗшӗ. Нумайрах хускални, ҫывӑрса тӑранни тата усӑллӑ апат ҫини пире хамӑра лайӑхрах туйма пулӑшать.

     Канаш. Сахалтан та, пӗр 15 минут хушши хӑвӑрттӑн утӑр.

  • Ҫакна асра тытӑр: туйӑмсем, пурнӑҫри ытти япаласем пекех, улшӑнаҫҫӗ.

     Библире мӗн каланӑ? «Эсир ыран мӗн пуласса пӗлместӗр» (Иаков 4:14, Ҫӗнӗ Халал).

     Пӗлтерӗшӗ. Пурте питӗ япӑх пек, нимле шанчӑк та ҫук пек туйӑнсан та, ҫакна асра тытӑр: тен, ҫав йывӑрлӑхсем вӑхӑтлӑха ҫеҫ.

     Паян сирӗн лару-тӑру тем пек япӑх пулсан та, ыран пачах урӑхла пулма пултарать. Ҫавӑнпа та алла ан усӑр (2 Коринф 4:8). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн сире хурлантаракан лару-тӑру улшӑнма пултарать, анчах та эсир хӑвӑр ҫине ал хурсан, каялла нимӗн те тавӑраймӑр.

     Канаш. Библире каланӑ хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсене питӗ япӑх пулнӑран вилесшӗн пулнӑ. Ҫав ҫынсем ҫинчен вулӑр. Вуланӑ чухне ҫакна асӑрхама тӑрӑшӑр: юлашкинчен вӗсен пурнӑҫӗ лайӑхланнӑ, час-часах ҫакӑ кӗтмен-ҫӗртен пулса иртнӗ. Акӑ темиҫе тӗслӗх.

 Библире вилесшӗн пулнӑ ҫынсем ҫинчен каланӑ-и?

 Ҫапла. Библире каланӑ хӑш-пӗр ҫынсем: «Манӑн вилес килет»,— тесе каланӑ теме пулать. Ҫавӑншӑн Турӑ вӗсене айӑпламан. Ун вырӑнне вӑл вӗсене пулӑшнӑ. Вӑл сире те пулӑшма пултарать.

Илия

  •  Кам пулнӑ вӑл? Илия хӑюллӑ пророк пулнӑ. Анчах та вӑл хуйха ӳкнӗ. «Илия пирӗн пек ҫыннах пулнӑ»,— тенӗ Иаков 5:17-мӗшӗнче.

  •  Мӗншӗн вӑл вилесшӗн пулнӑ? Пӗррехинче Илия хӑраса ӳкнӗ, хӑйне тӑр пӗччен тӑрса юлнӑ пек, ниме тӑман ҫын пек туйма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа вӑл: «Эй Туррӑмҫӑм, ҫитрӗ пулӗ, илсемччӗ ман чунӑма [е пурнӑҫӑма]»,— тесе йӑлӑннӑ (3 Патшасен 19:4).

  •  Ӑна мӗн пулӑшнӑ? Илия хӑй мӗн туйнине Турра каласа панӑ. Турӑ ӑна мӗнле хавхалантарнӑ? Турӑ унпа тимлӗ пулнӑ, ҫавӑн пекех Турӑ Илияна хӑй мӗн тери хӑватлӑ пулнине кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне, Турӑ Илияна эсӗ мана халӗ те кирлӗ тенӗ тата ӑна пулӑшма ун патне хӗрхенекен те шанчӑклӑ ҫынна янӑ.

  •  Илия ҫинчен вулӑр: 3 Патшасен 19:2—18.

Иов

  •  Кам пулнӑ вӑл? Иов пуян ҫын пулнӑ, унӑн пысӑк ҫемье пулнӑ тата вӑл чӑн Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ.

  •  Мӗншӗн вӑл вилесшӗн пулнӑ? Иовӑн пурнӑҫӗ пӗр самантра арканнӑ. Вӑл пӗр пурлӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Пӗр инкекре унӑн пур ачи те вилнӗ. Вӑл асаплантаракан чирпе чирлесе ӳкнӗ. Унсӑр пуҫне, ӑна ыттисем вӑл хӑйӗн асапӗсемшӗн хӑйех айӑплӑ тесе каланӑ. Иов каланӑ: «Пурнӑҫ мана йӗрӗнтерсех ҫитерчӗ, урӑх пурӑнас килмест» (Иов 7:16, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару).

  •  Ӑна мӗн пулӑшнӑ? Иов Турра кӗлтунӑ тата ытти ҫынсемпе калаҫнӑ (Иов 10:1—3). Хӗрхенекен тусӗ, Елиуй, ӑна хавхалантарнӑ. Вӑл Иова хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫине урӑхларах пӑхма пулӑшнӑ. Унсӑр пуҫне, Иов Турӑ панӑ канашпа пулӑшӑва хаваспах йышӑннӑ.

  •  Иов ҫинчен вулӑр: Иов 1:1—3, 13—22; 2:7; 3:1—13; 36:1—7; 38:1—3; 42:1, 2, 10—13.

Моисей

  •  Кам пулнӑ вӑл? Моисей авалхи Израилӗн ҫулпуҫӗ тата Туррӑн шанчӑклӑ пророкӗ пулнӑ.

  •  Мӗншӗн вӑл вилесшӗн пулнӑ? Моисейӑн питӗ нумай ӗҫ тумалла пулнӑ тата ун пирки пӗр вӗҫӗмсӗр тиркесе калаҫнӑ, ҫавна пула вӑл халран кайнӑ. Вӑл Турра: «Вӗлер мана»,— тенӗ (Йыша шутлани 11:11, 15).

  •  Ӑна мӗн пулӑшнӑ? Моисей хӑй мӗн туйнине Турра каласа панӑ. Турӑ ун ӗҫне ҫӑмӑллатнӑ, ҫавна пула Моисей хӑйне лайӑхрах туйма пуҫланӑ.

  •  Моисей ҫинчен вулӑр: Йыша шутлани 11:4—6, 10—17.

a Хӑвӑр ҫине ал хурас шухӑш пуҫра явӑнсах тӑрать пулсан тата хӑвӑр ҫумра ҫывӑх ҫынсем ҫук пулсан, ҫав тӗлӗшрен пулӑшу пама пултаракан службӑсем патне шӑнкравлӑр.