Ҫутҫанталӑк инкекӗсем пирки Библире мӗн каланӑ?
Библире мӗн каланӑ?
Хальхи вӑхӑтра ҫутҫанталӑк инкекӗсем пулса иртнишӗн Турӑ айӑплӑ мар тата вӑл инкеке лекнисене питӗ хӗрхенет. Эпир мӗне пула асапланатпӑр, Турӑ Патшалӑхӗ пуласлӑхра ҫавна пурне те, ҫав шутрах ҫутҫанталӑк инкекӗсене те, пӗтерет. Кам ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн курнӑ, ҫавсене Турӑ халех пулӑшу парать тата йӑпатать (2 Коринф 1:3).
Ҫутҫанталӑк инкекӗсем Турӑран пулманнине мӗн ҫирӗплетсе парать?
Турӑ ӗлӗк суд тунӑ чухне ҫутҫанталӑк пулӑмӗсемпе усӑ курнӑ пулин те, вӑл ҫавна мӗнли туни хальхи вӑхӑтра пулса иртекен ҫутҫанталӑк инкекӗсенчен уйрӑлса тӑрать.
Ҫутҫанталӑк инкекӗсенче кирек кам та хӗн курма пултарать. Турӑ суд тума ҫутҫанталӑк пулӑмӗсемпе усӑ курни вара усал ҫынсене ҫеҫ пырса тивнӗ. Сӑмахран, ӗлӗкхи хуласене Содомпа Гоморрӑна тӗп тӑвиччен вӑл унтан лайӑх ҫынсене, Лотпа унӑн икӗ хӗрне, илсе тухнӑ (Пултарни 19:29, 30). Турӑ кашни ҫыннӑн чӗрине курнӑ тата усал ҫынсене ҫеҫ тӗп тунӑ (Пултарни 18:23—32; 1 Патшасен 16:7).
Ҫутҫанталӑк инкекӗсем ялан тенӗ пекех кӗтмен ҫӗртен пулса иртеҫҫӗ. Турӑ вара ҫутҫанталӑк пулӑмӗсемпе усӑ курас умӗн усал ҫынсене наказани парасси ҫинчен маларах асӑрхаттарнӑ. Кам итлес тенӗ, ҫавсем ҫӑлӑнма пултарнӑ (Пултарни 7:1—5; Матфей 24:38, 39).
Хӑш-пӗр ҫутҫанталӑк инкекӗсем ҫынна пула пулса иртеҫҫӗ. Мӗнле майпа? Ҫынсем ҫутҫанталӑка сиен кӳреҫҫӗ тата вӗсем ҫуртсене ҫӗр чӗтренме е шыв илме пултаракан вырӑнсенче, ҫавӑн пекех питӗ сивӗ е питӗ шӑрӑх вырӑнсенче туса лартаҫҫӗ (Ӳлӗмхи 11:18). Турӑ ҫынсем тӑвакан йышӑнусемшӗн айӑплӑ мар (Ытарӑшсем 19:3).
Ҫутҫанталӑк инкекӗсем ытларах та ытларах пулса иртни эпир юлашки кунсенче пурӑннине кӑтартса парать-и?
Кӑтартса парать. Библире «ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче» ҫӗр ҫинче нумай инкек пуласси ҫинчен ҫырса панӑ пулнӑ (Матфей 24:3; 2 Тимофей 3:1). Сӑмахран, эпир пурӑнакан вӑхӑт ҫинчен Иисус ҫапла каланӑ: «Тӗрлӗ вырӑнта выҫлӑх пулӗ тата ҫӗр чӗтренӗ» (Матфей 24:7). Эпир мӗне пула асапланатпӑр, хуйхӑ куратпӑр, Турӑ кӗҫех ҫавна пурне те, ҫав шутрах ҫутҫанталӑк инкекӗсене те, пӗтерет (Ӳлӗмхи 21:3, 4).
Ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн курнисене Турӑ мӗнле пулӑшать?
Турӑ хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ йӑпатать. Библи ҫапла шантарать: Турӑ пирӗншӗн тӑрӑшать тата эпир асапланнӑ чухне пире хӗрхенет (Исаия 63:9, ҪТ; 1 Пётр 5:6, 7). Ҫавӑн пекех Библи Турӑ ҫутҫанталӑк инкекӗсем тек пулмӗҫ тесе сӑмах панине уҫса парать. (« Йӑпатма пултаракан Библири сӑвӑ йӗркисем» рамкӑна пӑхӑр.)
Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсем урлӑ пулӑшать. Туррӑн ӗҫлекенӗсем Иисус Христосран тӗслӗх илме тӑрӑшаҫҫӗ. Иисус пирки ҫакӑн пек пророкла сӑмахсем каланӑ пулнӑ: вӑл «хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене» лӑплантарӗ тата «пур кулянакана та» йӑпатӗ (Исаия 61:1, 2). Туррӑн ӗҫлекенӗсем Иисус пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ (Иоанн 13:15).
Унсӑр пуҫне, Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсем урлӑ ҫутҫанталӑк инкекӗпе тӗл пулнисене ӗҫпе пулӑшать (Апостолсен ӗҫӗсем 11:28—30; Галати 6:10).
Библи пире ҫутҫанталӑк инкекӗсене хатӗрленме пулӑшма пултарать-и?
Пултарать. Библи ҫутҫанталӑк инкекӗсене хатӗрленме пулӑшакан инструкци мар пулин те, унта пире пулӑшма пултаракан принципсене тупма пулать. Сӑмахран:
Хатӗр пулӑр. Библире ҫапла каланӑ: «Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкеке курать те — пытанать» (Ытарӑшсем 22:3). Ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине эпир инкеклӗ вӑхӑтра мӗн тумаллине маларах шухӑшласа хунипе кӑтартатпӑр. Сӑмахран, малтанлӑха кирлӗ пулма пултаракан япаласене хатӗрлесе хума пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех хамӑрӑн килтисемпе инкеклӗ вӑхӑтра тӗл пулмалли вырӑн пирки калаҫса татӑлма пултаратпӑр.
Пурлӑха мар, хӑвӑрӑн пурнӑҫа ҫӑлӑр. Библире ҫапла ҫырнӑ: «Эпир тӗнчене нимӗн те илсе килмен, унтан нимӗн те илсе тухаяс та ҫук» (1 Тимофей 6:7, 8). Инкек сиксе тухсан пирӗн хамӑр ҫуртпа япаласене хӑварма хатӗр пулмалла. Асра тытӑр: пурнӑҫ кирек мӗнле япаларан та хаклӑрах (Матфей 6:25).