Тӗп матералсем патне куҫӑр

Ҫӗр ҫинче мирлӗ пурнӑҫа мӗнле туса хурӗҫ?

Ҫӗр ҫинче мирлӗ пурнӑҫа мӗнле туса хурӗҫ?

Библире мӗн каланӑ?

 Ҫӗр ҫинче мирлӗ пурнӑҫ ҫын вӑйӗпе мар, Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынипе пулӗ. Ҫав Патшалӑх тӳперен ертсе пырӗ, унӑн Патши — Иисус Христос. Библире ҫакӑн пек тӗлӗнмелле шанчӑк ҫинчен мӗн каланине пӗлӗр.

  1.   «Вӑрҫа ҫӗр чиккине ҫитиех чарса» Турӑ хӑй сӑмах панине — «ҫӗр ҫинче... вӑл ырлакан ҫынсене мир пултӑр!» — тенине пурнӑҫлӗ (Псалом 45:10; Лука 2:14).

  2.   Турӑ Патшалӑхӗ тӳперен пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗпе ертсе пырӗ (Даниил 7:14). Вӑл пӗтӗм тӗнчери правительство пулнӑран халӑхсене харкаштарса яракан тӗп сӑлтава — пӗр халӑха тепринчен мала хурассине — тӗп тӑвӗ.

  3.   Иисуса, Турӑ Патшалӑхӗн Патшине, «Тӑнӑҫлӑх Пуҫлӑхӗ» тенӗ. Вӑл туса паракан тӑнӑҫлӑхӑн «чикки те пулас ҫук» (Исаия 9:6, 7).

  4.   Малалла та ҫапӑҫса пурӑнас текен ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ вӑхӑтра пурӑнма ирӗк памӗҫ, мӗншӗн тесен «пусмӑрлама юратакана... [Туррӑн] чунӗ кураймасть» (Псалом 10:5; Ытарӑшсем 2:22).

  5.   Турӑ хӑйне итлесе пурӑнакан ҫынсене пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма вӗрентет. Ҫакӑн пек вӗрентни мӗн парать? Библире ун пирки акӑ мӗн каланӑ: «Вара хӑйсен хӗҫӗнчен сухапуҫӗ, сӑннинчен ҫурла туптаса тӑвӗҫ: пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ» (Исаия 2:3, 4).

 Пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион Иегова Свидетелӗ Турӑран мире юратма вӗренет (Матфей 5:9). Вӗсем тӗрлӗ халӑхран тухнӑ пулсан та, 230 ытла ҫӗршывпа территорире пурӑнаҫҫӗ пулсан та, хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемпе ҫапӑҫмашкӑн алла хӗҫ-пӑшал тытма килӗшмеҫҫӗ.

Иегова Свидетелӗсем паянах мирлӗ пурӑнма вӗренеҫҫӗ