Ҫӗре хӑҫан та пулин пӗтерӗҫ-ши?
Библире мӗн каланӑ?
Ҫук. Пирӗн ҫӗре пӗтермӗҫ, ҫунтарса ямӗҫ тата урӑх планетӑпа та улӑштармӗҫ. Библире каланӑ тӑрӑх, Турӑ ҫӗре ҫынсем унта ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнччӑр тесе тунӑ.
«Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29).
«[Турӑ] ҫӗре тӗреклӗ никӗс ҫине вырӑнаҫтарнӑ: вӑл ӗмӗр-ӗмӗрне те хускалмӗ (Псалом 103:5).
«Ҫӗр вара ӗмӗрлӗхе пырать» (Екклесиаст 1:4).
«Вӑл, Турӑ, ҫӗре калӑпланӑ, ӑна туса ҫитернӗ; Вӑл ӑна ҫирӗплетнӗ, Вӑл ӑна кӑлӑхах пултарман; Вӑл пурӑнмалли вырӑн калӑпланӑ» (Исаия 45:18).
Ҫынсем ҫӗре пӗтерӗҫ-ши?
Ҫынсем вӑрҫӑсем пуҫлаҫҫӗ, ҫутҫанталӑка варалаҫҫӗ тата пирӗн планетӑна сиен кӳрсех тӑраҫҫӗ пулин те, Турӑ ҫынсене ҫӗре пӗтерме памӗ. Ун вырӑнне вӑл «ҫӗре пӗтерекенсене» пӗтерӗ (Ӳлӗмхи 11:18). Ҫакна вӑл мӗнле тӑвӗ?
Ҫӗре хӳтелӗме пултарайман ҫынсен правительствисене Турӑ ҫӳлти Патшалӑхпа улӑштарӗ (Даниил 2:44; Матфей 6:9, 10). Ҫав Патшалӑха Турӑ Ывӑлӗ, Иисус Христос, ертсе пырӗ (Исаия 9:6, 7). Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне тӗлӗнмелле майпа ҫил-тӑвӑла лӑплантарнӑ (Марк 4:35—41). Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулнӑ май Иисус пӗтӗм ҫӗре тата ҫутҫанталӑк вӑйӗсене хӑй аллинче тытса тӑрӗ. Вӑл Эдем садӗнче мӗнле пурнӑҫ пулнӑ, ҫӗр ҫинче ҫавӑн пек пурнӑҫ туса парӗ (Матфей 19:28; Лука 23:43).
Библире ҫӗре вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗҫ темен-и-ха вара?
Ҫук. 2 Петр 3:7 сӑвӑ йӗркине тӗрӗс мар ӑнланнӑран ҫавӑн пек тӗрӗс мар шухӑш сиксе тухать. Ҫав сӑвӑ йӗркинче ҫапла каланӑ: «Хальхи тӳпепе ҫӗре вара вут-ҫулӑм валли... упраҫҫӗ». Ҫак сӑмахсен пӗлтерӗшне ӑнланма пулӑшакан икӗ япалана пӑхса тухар.
Библире «тӳпе», «ҫӗр» тата «вут-ҫулӑм» текен сӑмахсен темиҫе пӗлтерӗш пулма пултарать. Сӑмахран, Псалом 96:1-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа патшара ларать: ҫӗр савӑнтӑр; нумай-нумай утрав хӗпӗртентӗр». Кунта «ҫӗр» тени ҫынсене пӗлтерет.
Тӳпен, ҫӗрӗн тата вут-ҫулӑмӑн пӗлтерӗшне 2 Петр 3:7 контексчӗ ӑнланма пулӑшать. 5-мӗшпе 6-мӗш сӑвӑ йӗркисенче Ной пурӑннӑ вӑхӑтра пӗтӗм ҫӗре шыв илни ҫинчен каланӑ. Ҫавӑн чухне авалхи тӗнчене пӗтернӗ, анчах та пирӗн планета пӗтмен. Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне ҫӗр мар, йӗркесӗр ҫынсем пӗтнӗ (Пултарни 6:11). Ҫавӑн пекех «тӳпене» те, урӑхла каласан, ҫынсен пуҫлӑхӗсене те пӗтернӗ. Апла пулсан, пирӗн планетӑна мар, усал ҫынсене пӗтернӗ пулнӑ. Ҫав тӗнчене пӗтернине Нойпа унӑн ҫемйи пурӑнса ирттернӗ, вара вӗсем ҫӗр ҫинче малалла пурӑннӑ (Пултарни 8:15—18).
Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухнехи пекех, 2 Петр 3:7-мӗшӗнче каланӑ «вут-ҫулӑм» пирӗн ҫӗре мар, йӗркесӗр ҫынсене пӗтерӗ. Турӑ «ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр» пама, «унта тӳрӗлӗх пулӗ» тесе сӑмах парать (2 Петр 3:13, Ҫӗнӗ Халал). «Ҫӗнӗ ҫӗре», е ҫынсен ҫӗнӗ обществине, «ҫӗнӗ тӳпе», е ҫӗнӗ правительство — Турӑ Патшалӑхӗ — ертсе пырӗ. Ҫав Патшалӑх ертсе пынӑ чухне ҫӗр рай пулса тӑрӗ, унта вара мирлӗ пурнӑҫ пулӗ (Ӳлӗмхи 21:1—4).