Тӗп матералсем патне куҫӑр

ҪАМРӐКСЕН ЫЙТӐВӖСЕМ

Япӑххи ҫинчен ҫеҫ шутласа ҫӳрес мар тесен мӗн тумалла?

Япӑххи ҫинчен ҫеҫ шутласа ҫӳрес мар тесен мӗн тумалла?

 Эсӗ хӑвӑн пирки мӗнле ҫын тесе шутлатӑн?

  •   Оптимист

     «Эпӗ кашни кун йӑл кулма, савӑнӑҫлӑ пулма тӑрӑшатӑп» (Валери).

  •   Пессимист

     «Мӗн те пулин лайӑххи пулса тухсан, эпӗ тӳрех ҫапла шутлатӑп: „Кун пекки пулма пултараймасть, ытла та пурте лайӑх“» (Ребекка).

  •   Реалист

     «Оптимистсен яланах ӗмӗт татӑлать, пессимистсем — телейсӗр. Манӑн вара реалист пулас килет, япаласем ҫине тӗрӗс пӑхас килет» (Анна).

 Мӗншӗн ҫакна пӗлни питӗ кирлӗ?

 Библире ҫапла каланӑ: «Савӑк чӗреллӗ ҫыннӑн — пӗр вӗҫсӗр уяв» (Ытарӑшсем 15:15). Чӑнах та, япӑх шухӑшсене сирсе яма тата лайӑххине курма тӑрӑшакан ҫынсем ытларах чухне телейлӗрех тата вӗсен туссем те нумайрах. Килӗшетӗн пулӗ, кам яланах мӑкӑртатать, ҫавсемпе вӑхӑта пӗрле ирттерес килмест.

 Ҫав-ҫавах ҫирӗп оптимистсен те пурнӑҫра йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тивет. Акӑ темиҫе тӗслӗх:

  •   Хыпарсенче эсӗ пӗр вӗҫӗмех вӑрҫӑсем ҫинчен, терактсем ҫинчен, преступленисем ҫинчен илтме пултаратӑн.

  •   Ҫемьере йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

  •   Хӑш-пӗр чухне сана хӑвӑн йӑнӑшсемпе ҫитменлӗхсем кулянтарма пултараҫҫӗ.

  •   Ҫывӑх ҫынсемпе туссем те сана кӳрентерме пултараҫҫӗ.

 Ҫакӑн пек йывӑрлӑхсем ҫине куҫ хупни те, вӗсемшӗн ытлашши кулянса ҫӳрени те тӗрӗсех мар. Виҫине пӗлме тӑрӑш. Реалист хӑйне япӑх шухӑшсене ярса илме памасть тата пурнӑҫри йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах лӑпкӑ пулма тӑрӑшать.

Ҫирӗп шанса тӑр: эсӗ кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултарӑн, мӗншӗн тесен ҫил-тӑвӑл хыҫҫӑн яланах хӗвел тухать

 Эсӗ мӗн тума пултаратӑн?

  •   Хӑв тӑвакан йӑнӑшсем ҫине тӗрӗс пӑх.

     Библире: «Ҫӗр ҫинче ҫылӑха кӗмесӗр ырӑ туса ҫеҫ пурӑнакан тӳрӗ ҫын ҫук», — тесе каланӑ (Екклесиаст 7:20). Ҫавӑнпа эсӗ хушӑран йӑнӑшсем туни, мӗн те пулин тӗрӗс маррине туни эсӗ ниме тӑманскер пулнине пӗлтермест. Ҫакӑ эсӗ те ҫынах пулнине ҫеҫ кӑтартса парать.

     Реалист пул: хӑв тӑвакан йӑнӑшсенчен вӗренме тӑрӑш, анчах хӑвӑнтан пӗр кӑлтӑксӑр пуласса ан кӗт. «Эпӗ хамӑн ҫитменлӗхсем ҫинчен ытлашши шутласа ҫӳресрен асӑрханатӑп, — тет Кейлеб ятлӑ яш ача. — Ун вырӑнне, хамӑн йӑнӑшсенчен вӗренсе хӑш енчен лайӑхланса пымаллине курма тӑрӑшатӑп».

  •   Хӑвна ыттисемпе ан танлаштар.

     Библире: «Айтӑр чапшӑн ҫунма пуҫлар мар, пӗр-пӗрне тупӑшма хӗтӗртер мар тата пӗр-пӗрне ӑмсанар мар», — тенӗ (Галати 5:26). Социаллӑ сетьсенче хӑвна чӗнмен вечеринкӑсенче ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене курсан эсӗ кӳренме пултаратӑн. Эсӗ ҫав тери хытӑ кӳреннипе хӑвӑн чи ҫывӑх тусу та саншӑн хаяр тӑшман пек пулса тӑма пултарать.

     Реалист пул: хӑвна пур ҫӗре те чӗнессе ан кӗт. Унсӑр пуҫне, социаллӑ сетьсенче кӑларса хунӑ ӳкерчӗксем ҫинче ҫын пурнӑҫӗ пур енчен те курӑнмасть. «Ытларах чухне социаллӑ сетьсенче чи лайӑх ӳкерчӗксене кӑларса хураҫҫӗ, — тесе калать Алексис ятлӑ ҫамрӑк хӗр, — кулленхи пурнӑҫа вара кӑтартмаҫҫӗ».

  •   Мир тӑвакан ҫын пул, уйрӑмах ҫемьере.

     Библире: «Хӑвӑртан килет пулсассӑн, пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр» (Рим 12:18, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ). Эсӗ ыттисемпе хуҫаланма, вӗсене мӗн-мӗн тумаллине каласа тӑма пултараймастӑн. Хӑвна мӗнле тытассине вара эсӗ хӑв суйласа илме пултаратӑн. Мир тӑвакан ҫын пуласси те хӑвӑнтан килет.

     Реалист пул: ҫемьере пӗр-пӗрне ӑнланманни пулкалать. Ҫакӑн пек чухне лару-тӑрӑва хӗрсе кайма ан пар. Пуринпе те ялан килӗштерсе пурӑнма тӑрӑш. «Эпир пурте ҫитменлӗхлӗ, ҫавӑнпа хамӑр асӑрхамасӑрах пӗр-пӗрне сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентерме пултаратпӑр, — тесе калать Мелинда ятлӑ ҫамрӑк хӗр. — Ҫакӑн пек чухне хамӑра мӗнле тытасси хамӑртан килет: эпир мире упраса хӑварӑпӑр е ҫук».

  •   Пархатарлӑ пулма вӗрен.

     Библире: «Тав туса пурӑнӑр», — тенӗ (Колоссӑ 3:15). Пархатарлӑ ҫын япӑххи ҫинчен шутласа ҫӳрес вырӑнне хӑйӗн пурнӑҫӗнче лайӑххине курма тӑрӑшать.

     Реалист пул: йывӑрлӑхсем пуррине йышӑн, анчах вӗсем пирки ытлашши ан пӑшӑрхан. Хӑвӑн пурнӑҫра лайӑххине курма тӑрӑш. «Эпӗ кашни кун хамӑн дневникра мӗншӗн пархатарлӑ пулнине ҫырса пыратӑп, — каласа парать Ребекка ятлӑ ҫамрӑк хӗр. — Йывӑрлӑхсем пур пулин те, яланах мӗн те пулин лайӑххи пур. Ҫакӑн пирки хама аса илтерсе тӑрас килет».

  •   Тусусем мӗнлерех ҫынсем пулни ҫинчен шухӑшла.

     Библире: «Япӑх ҫынсемпе хутшӑнни лайӑх йӑласене пӑсать», — тенӗ (1 Коринф 15:33). Енчен те критиклекен, тӑрӑхласа калаҫакан е тӳрккес те киревсӗр ҫынсемпе вӑхӑта ирттеретӗн пулсан, эсӗ те вӗсем пекех пулса тӑма пултаратӑн.

     Реалист пул: хушӑран пирӗн туссем йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен хӑйсен пурнӑҫӗнче япӑххине ҫеҫ курма пуҫлама пултараҫҫӗ. Вӗсене пулӑшма тӑрӑш, анчах пуҫӗпех вӗсен йывӑрлӑхӗсем ӑшне кӗрсе ан ӳк. «Пӗрмаях япӑххи ҫинчен калаҫакан ҫынсемпе вӑхӑта ирттерни хамӑра сиен кӳрет. Ҫакӑ математикӑри пекех: пӗр ҫуклӑх хисеп ҫумне тепӗр ҫуклӑх хисеп хушсан тата пысӑкрах ҫуклӑх хисеп пулса тӑрать», — тет Мишель ятлӑ ҫамрӑк хӗр.

 Ытларах вуласа пӗл

 Библире хальхи кунсем пирки «питӗ йывӑр вӑхӑтсем» тенӗ (2 Тимофей 3:1). Тӗнчере япӑххи нумай пулнӑран лайӑххине курма сана ҫӑмӑл-и? Ҫӑмӑл мар пулсан «Мӗншӗн хӗн-асап ҫав тери нумай?» статьяна вуласа тух.