БИБЛИ ПУРНӐҪА УЛӐШТАРАТЬ
Вӗсем «хаклӑ ӗнчӗ» тупнӑ
Иисус Турӑ Патшалӑхӗ кӑна тӗнчери пур йывӑрлӑха та татса пама пултарать тесе вӗрентнӗ (Матфей 6:10). Матфей 13:44—46 сӑвӑ йӗркисенче Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑх пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартас тесе Иисус икӗ тӗслӗх илсе панӑ:
пытарса хунӑ мула хирте ӗҫлекен ҫын ӑнсӑртран тупни ҫинчен калакан тӗслӗх;
ӗнчӗ шыракан ҫулҫӳрекен купса пӗр питӗ хаклӑ ӗнчӗ тупни ҫинчен калакан тӗслӗх.
Ҫак икӗ арҫын хӑйсем тупнӑ мула илес тесе хӑйсен мӗн пуррине веҫех сутса янӑ. Ҫак икӗ арҫын Турӑ Патшалӑхне питӗ хаклакан ҫынсене пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем те Патшалӑх паракан пиллӗхсене илес тесе пысӑк ҫухатусем тӳсеҫҫӗ (Лука 18:29, 30). Ҫак видеора эпир пӗр хӗрарӑмпа пӗр арҫын ҫинчен пӗлӗпӗр. Вӗсем Иисусӑн тӗслӗхӗнчи ҫынсем пек пулма тӑрӑшнӑ.