Иегова Свидетелӗсем мӗне ӗненеҫҫӗ?
Иегова Свидетелӗсем Христос йӗркелесе янӑ тата апостолсем тытса тӑнӑ христиан тӗнне тытса тӑраҫҫӗ. Ҫак статьяра пирӗн тӗп вӗрентӳсене кӗскен сӳтсе явнӑ.
Турӑ. Эпир пӗртен-пӗр чӑн Турра, Пурне те Тума Пултаракана тата пире Пурнӑҫ Паракана, пуҫҫапатпӑр. Унӑн ячӗ — Иегова (Псалом 83:18, ҪТ; Ӳлӗмхине 4:11). Вӑл — Авраамӑн, Моисейӗн тата Иисус Христосӑн Турри (Тухни 3:6; 32:11; Иоанн 20:17).
Библи. Эпир Библие ҫынсем валли Турӑ пӗлтернипе ҫырнине ӗненетпӗр (Иоанн 17:17; 2 Тимофей 3:16). Хамӑр мӗне ӗненни Библипе, Авалхи тата Ҫӗнӗ Халалри 66 кӗнекепе, килӗшсе тӑрать. Тӗн енӗпе ӗҫлекен пӗр адъюнкт-профессор, Джейсон Дейвид Бедун, Иегова Свидетелӗсем пирки акӑ мӗн каланӑ: «Вӗсен вӗрентӗвӗсемпе ӗҫӗсем Библин авалхи алҫырӑвӗсемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ, Библие мӗнле ӑнланмаллине вӗсем маларах шутласа хумаҫҫӗ» a.
Эпир Библире мӗн ҫырнипе пуринпе те килӗшетпӗр, анчах та эпир фундаменталистсем мар. Ҫак кӗнекен хӑш-пӗр пайӗсене сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырнӑ тата вӗсене тӳррӗн ӑнланмалла мар тесе шутлатпӑр (Ӳлӗмхине 1:1).
Иисус Христос. Эпир Иисус Христосран тӗслӗх илетпӗр тата вӑл вӗрентсе хӑварнӑ пек пурӑнатпӑр, ҫавӑн пекех вӑл Турӑ Ывӑлӗ тата пирӗн Ҫӑлакан пулнине ӗненетпӗр (Матфей 20:28; Апостолсен ӗҫӗсем 5:31). Ҫавӑнпа та эпир христиансем (Апостолсен ӗҫӗсем 11:26). Унсӑр пуҫне, эпир Библирен Иисус Пурне те Тума Пултаракан Турӑ пулманнине тата Троица ҫинчен вӗрентӳ Сӑваплӑ Ҫыру ҫинче никӗсленменнине пӗлетпӗр (Иоанн 14:28).
Турӑ Патшалӑхӗ. Ҫак Патшалӑх — пӗлӗтри чӑн-чӑн правительство, вӑл христианинӑн чӗринче вырнаҫман. Вӑл тӗнчери правительствӑсем вырӑнне ертсе пырӗ тата Турӑ ҫӗр пирки мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫлӗ (Даниил 2:44; Матфей 6:9, 10). Турӑ Патшалӑхӗ ҫавна кӗҫ-вӗҫ тӑвӗ, мӗншӗн тесен Библире пророкла каланӑ тӑрӑх, эпир «юлашки кунсенче» пурӑнатпӑр (2 Тимофей 3:1—5; Матфей 24:3—14).
Иисус Христос — пӗлӗтри Турӑ Патшалӑхӗн Патши. Вӑл 1914 ҫулта ертсе пыма пуҫланӑ (Ӳлӗмхине 11:15).
Ҫӑлӑнӑҫ. Ҫылӑхпа вилӗмрен пире Иисус Христосӑн каҫарттаракан парни хӑтарма пултарать (Матфей 20:28; Апостолсен ӗҫӗсем 4:12). Ҫак тӳлесе илме панӑ парне усӑ патӑр тесен пирӗн Христоса ӗненмелле тата хамӑр пурнӑҫа улӑштарса шыва кӗмелле (Матфей 28:19, 20; Иоанн 3:16; Апостолсен ӗҫӗсем 3:19, 20). Ҫын чӑннипех те ӗненнипе ӗненменни унӑн ӗҫӗсенчен курӑнать (Иаков 2:24, 26). Анчах та ҫӑлӑнӑҫа эпир нихӑҫан та тивӗҫлӗ пулаяс ҫук, ӑна «Турӑ ырӑлӑхне» пула ҫеҫ илме пулать (Галати 2:16, 21, ҪХ).
Пӗлӗт. Иегова Турӑ, Иисус Христос тата Турра шанчӑклӑ ангелсем пӗлӗтре пурӑнаҫҫӗ (Псалом 102:19—21; Апостолсен ӗҫӗсем 7:55) b. Пӗлӗтре пурӑнма 144 000 ҫын ҫеҫ чӗрӗлсе тӑрӗ, вӗсем Иисус Христоспа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗнче патшасем пулӗҫ (Даниил 7:27; 2 Тимофей 2:12; Ӳлӗмхине 5:9, 10; 14:1, 3).
Ҫӗр. Турӑ ҫӗре ҫынсем унта ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнччӑр тесе тунӑ (Псалом 103:5; 113:24; Екклесиаст 1:4). Вӑл хӑйне итлекен ҫынсене ҫӗр ҫинчи райра чирлемесӗр, ватӑлмасӑр ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарӗ (Псалом 36:11, 34).
Усаллӑхпа хӗн-асап. Ангелсенчен пӗри Турра хирӗҫ кайнине пула ҫӗр усаллӑхпа тулнӑ (Иоанн 8:44). Пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн ҫав ангела «Сатана» тата «Шуйттан» теме пуҫланӑ. Вӑл пӗрремӗш ҫынсене, Адампа Евӑна, хӑй майлӑ ҫавӑрнине пула вӗсен ачисем тертленсе, асапланса пурӑнма пуҫланӑ (Пултарни 3:1—6; Рим 5:12). Сатана ҫӗкленӗ тавлашуллӑ ыйтусене татса парас тесе Турӑ усаллӑхпа хӗн-асапа пӗр вӑхӑтлӑха пулма панӑ, анчах та ҫакӑ ӗмӗрлӗхе тӑсӑлмӗ.
Вилӗм. Ҫын вилсен вӑл урӑх ниҫта та пурӑнмасть (Псалом 145:4; Екклесиаст 9:5, 10). Турӑ ҫынсене вутлӑ тамӑкра асаплантармасть.
Турӑ миллиард-миллиард ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15). Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн кам Турӑ хушнӑ пек пурӑнас темӗ, ҫавна вӑл ӗмӗрлӗхех пӗтерӗ те урӑх нихӑҫан та чӗртсе тӑратмӗ (Ӳлӗмхине 20:14, 15).
Ҫемье. Эпир Турӑ Эдем садӗнче хунӑ йӗркене тытса тӑратпӑр: вӑл пӗр арҫынпа пӗр хӗрарӑма мӑшӑрланмалла тунӑ. Уйрӑлма паракан пӗртен-пӗр сӑлтав вӑл — мӑшӑрсенчен пӗри аскӑн ӗҫ туни (Матфей 19:4—9). Библири ӑслӑ-тӑнлӑ канашсене тытса тӑрсан ҫемьесем телейлӗ пулма пултараҫҫӗ (Эфес 5:22—6:1).
Эпир Турра пуҫҫапни. Эпир хӗресе тата тӗрлӗ турӑшсене пуҫҫапмастпӑр (Саккуна астутарни 4:15—19; 1 Иоанн 5:21). Эпир Турра пуҫҫапни шутне акӑ мӗн-мӗн кӗрет:
Турра кӗлтуни (Филиппӑ 4:6).
Библи вулани тата ӑна тӗпчени (Псалом 1:1—3).
Библире мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани (Псалом 76:13).
Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче пӗрле кӗлтуни, Библи вӗренни, юрлани, хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен калаҫни, хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсемпе ытти ҫынсене хавхалантарни (Колоссӑ 3:16; Еврейсем 10:23—25).
Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарни (Матфей 24:14).
Патшалӑх залӗсене тата пӗтӗм тӗнчипе Библи вӗрентес ӗҫ валли усӑ куракан ҫуртсене туса лартни тата вӗсене пӑхса-юсаса тӑни (Псалом 126:1).
Ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн курнисене пулӑшни (Апостолсен ӗҫӗсем 11:27—30).
Пирӗн организаци. Эпир пухусене ҫӳретпӗр, кашни пухушӑн вара старейшинӑсен совечӗ тӑрӑшать. Старейшинӑсем — тӗн пуҫлӑхӗсем мар, вӗсем хӑйсем тӑвакан ӗҫӗшӗн укҫа илсе тӑмаҫҫӗ (Матфей 10:8; 23:8). Эпир ӗҫ укҫин вуннӑмӗш пайне тӳлеместпӗр тата пухусенче укҫа пуҫтармастпӑр (2 Коринф 9:7). Пирӗн пӗтӗм ӗҫ-хӗле харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫапа туса тӑраҫҫӗ, кам мӗн чухлӗ панине никам та пӗлмест.
Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери ӗҫ-хӗлне Ертсе пыракан совет йӗркелесе тӑрать. Ҫак пысӑках мар ушкӑна Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ христиансем кӗреҫҫӗ, вӗсем пӗтӗм тӗнчери тӗп управленире ӗҫлесе тӑраҫҫӗ (Матфей 24:45).
Пирӗн пӗрлӗх. Пӗтӗм тӗнчипе Иегова Свидетелӗсем пӗр пек ӗненеҫҫӗ (1 Коринф 1:10). Эпир пирӗн хушӑра пайланасси ан пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр, ҫавӑнпа та ҫын обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине, мӗнле халӑхран, мӗнле расӑран пулнине пӑхмастпӑр (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35; Иаков 2:4). Эпир пӗрлӗхре пурӑнатпӑр пулин те, харпӑр хӑйне пырса тивекен ыйтусенче кашни хӑй йышӑну тума пултарать. Ҫавна Иегова Свидетелӗсем Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫне шута илсе тӑваҫҫӗ (Рим 14:1—4; Еврейсем 5:14).
Эпир хамӑра мӗнле тытни. Хамӑр тӑвакан пур ӗҫре те эпир чун-чӗререн юратни курӑнтӑр тетпӗр (Иоанн 13:34, 35). Эпир Турра юрӑхсӑр ӗҫсенчен, ҫав шутрах юн ярассинчен, пӑрӑнатпӑр (Апостолсен ӗҫӗсем 15:28, 29; Галати 5:19—21). Унсӑр пуҫне, ытти ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшатпӑр тата вӑрҫӑсене хутшӑнмастпӑр (Матфей 5:9; Исаия 2:4). Эпир хамӑр пурӑнакан ҫӗршыври правительствӑна хисеплетпӗр, унти саккунсене, вӗсем Турӑ саккунӗсене хирӗҫлемеҫҫӗ пулсан, пӑхӑнса тӑратпӑр (Матфей 22:21; Апостолсен ӗҫӗсем 5:29).
Ыттисемпе хамӑр хушӑри хутшӑнусем. Иисус «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тесе хушнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл христиансем «тӗнченӗн мар» тенӗ (Матфей 22:39; Иоанн 17:16). Ҫавӑнпа та эпир пурне те ырӑ тӑватпӑр, анчах та политика ӗҫӗсенче нейтралитет тытса тӑратпӑр тата урӑх тӗнсемпе нимӗнле ҫыхӑну та тытмастпӑр (Галати 6:10; 2 Коринф 6:14). Ҫапах та ҫак тӗлӗшрен ытти ҫынсем тӑвакан йышӑнусене эпир хисеплетпӗр (Рим 14:12).
Сирӗн Иегова Свидетелӗсем мӗне ӗненни пирки урӑх ыйтусем те пур пулсан, эсир пирӗн сайта кӗрсе ытларах информаци илме пултаратӑр. Ҫавӑн пекех эсир пирӗн филиалсенчен пӗринпе ҫыхӑнма, хӑвӑр пурӑнакан вырӑнти Патшалӑх залне килме тата Иегова Свидетелӗсенчен пӗринпе калаҫма пултаратӑр.
a «Чӑнлӑха куҫарса пани» кӗнекене пӑхӑр, 165-мӗш страница (Truth in Translation).
b Усал ангелсене тӳперен ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнӑ пулин те, вӗсем куҫа курӑнман тӗнчере пурӑнаҫҫӗ (Ӳлӗмхине 12:7—9).