Иегова Свидетелӗсем мӗншӗн юн ямаҫҫӗ?
Анлӑ сарӑлнӑ йӑнӑш шухӑшсем
Миф: Иегова Свидетелӗсем медицинӑна е медицина пулӑшасса шанмаҫҫӗ.
Факт: Эпир хамӑр валли те, тӑван-хурӑнташсем валли те сипленме чи лайӑх мелсем шыратпӑр. Сывлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем сиксе тухсан эпир тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтатпӑр, ҫав шутра юнпа усӑ курмасӑр пулӑшу пама пултаракан ӑста хирургсенчен те. Эпир медицина тунӑ ҫитӗнӳсене хаклатпӑр тата вӗсемпе усӑ куратпӑр. Иегова Свидетелӗсене пулӑшу парас тӗллевпе шухӑшласа кӑларнӑ меслетсемпе паян пур ҫӗрте те анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Халӗ нумай ҫӗршывра кирек кам та юн янипе ҫыхӑннӑ хӑрушлӑхсенчен пӑрӑнас тесе сипленмелли меслете суйласа илме пултарать, сӑмахран, юн янипе ҫыхӑннӑ чир-чӗртен, иммун системи хавшассинчен тата медицинӑра ӗҫлекенсем йӑнӑшассинчен пӑрӑнма пултарать.
Миф: Иегова Свидетелӗсем ӗненни чир-чӗртен сыватать тесе шутлаҫҫӗ.
Факт: Ӗненни чир-чӗртен сыватать тесе шутламастпӑр эпир.
Миф: Юн ямасӑр сипленме хакла ларать.
Факт: Юн ямасӑр сипленме ҫав териех хаклӑ мар a.
Миф: Кашни ҫулах юн яма килӗшменнине пула нумай Иегова Свидетелӗ, ачасем те, вилеҫҫӗ.
Факт: Ҫапла шутлама пӗр сӑлтав та ҫук. Кунран-кун хирургсем юнпа усӑ курмасӑр кӑткӑс операцисем тӑваҫҫӗ: чӗре ҫинче, шӑмшак ҫинче тата пӗр-пӗр органа куҫарса лартнӑ чухне b. Юн ямасӑр сипленӗ пациентсем (ачасем те) операци хыҫҫӑн юн янӑ пациентсенчен c ытларах чухне хӑвӑртрах ура ҫине тӑраҫҫӗ. Кирек епле пулсан та, пациент юн яма килӗшмесен вилет, килӗшсен вара чӗрӗ юлать тесе ҫирӗплетсе калама ҫук.
Иегова Свидетелӗсем мӗншӗн юн яма килӗшмеҫҫӗ?
Ку ыйту медицина ыйтӑвӗ мар, тӗнпе ҫыхӑннӑ ыйту. Авалхи Халалра та, Ҫӗнӗ Халалра та юнран сыхланмалла тесе тӳррӗн каланӑ (Пултарни 9:4; Левит 17:10; Саккуна астутарни 12:23; Апостолсен ӗҫӗсем 15:28, 29). Ҫавӑн пекех, Турӑ шухӑшӗ тӑрӑх, юн пурнӑҫа сӑнарлать (Левит 17:14). Эпир Турра итлесшӗн пулнӑран ҫеҫ мар, вӑл Пурнӑҫ паракан пулнине хисепленӗрен те юнран сыхланатпӑр.
Улшӑнса тӑракан шухӑшсем
Пӗр вӑхӑтра медицинӑра ӗҫлекенсем юн ямасӑр сипленмелли меслетсем ҫын хӑйне хӑй вӗлернипе танах тесе шутланӑ. Анчах та юлашки ҫулсенче тухтӑрсем ҫакӑн ҫине урӑхла пӑхма пуҫланӑ. Сӑмахран, 2004 ҫулта медицина журналӗнчи пӗр статьяра «Иегова Свидетелӗсене сиплеме шутласа кӑларнӑ нумай методика ҫитес вӑхӑтра норма пулса тӑрӗ» d тесе каланӑ. 2010 ҫулта тухнӑ журналта чӗрене сиплессипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пирки ҫырнӑ статьяра «юнсӑр хирурги Иегова Свидетелӗсем валли ҫеҫ пулмалла мар, хирургӑн кулленхи ӗҫӗ пулса тӑмалла» тенӗ (Heart, Lung and Circulation).
Паян пӗтӗм тӗнчипе пин-пин тухтӑр юн ямасӑр кӑткӑс операцисем тунӑ чухне юна упраса хӑвармалли меслетсемпе усӑ курать. Ҫак меслетсемпе чухӑн ҫӗршывсенче те усӑ кураҫҫӗ тата Иегова Свидетелӗсем ҫеҫ мар, ытти ҫынсем те хӑйсене ҫак меслетпе сиплеме ыйтаҫҫӗ.
a Transfusion and Apheresis Science, Volume 33, No. 3, p. 349.
b The Journal of Thoracic and Cardiovascular Surgery, Volume 134, No. 2, pp. 287-288; Texas Heart Institute Journal, Volume 38, No. 5, p. 563; Basics of Blood Management, p. 2; Continuing Education in Anaesthesia, Critical Care & Pain, Volume 4, No. 2, p. 39.
c The Journal of Thoracic and Cardiovascular Surgery, Volume 89, No. 6, p. 918; Heart, Lung and Circulation, Volume 19, No. 11, p. 658.
d Continuing Education in Anaesthesia, Critical Care & Pain, Volume 4, No. 2, page 39.