Иегова Свидетелӗсем протестантсем-и?
Ҫук, Иегова Свидетелӗсем — христиансем. Апла пулин те эпир хамӑра протестантсем тесе шутламастпӑр. Мӗншӗн?
Протестантизм тесе католицизма хирӗҫ тӑракан тӗн юхӑмӗ пирки калаҫҫӗ. Эпир, Иегова Свидетелӗсем, католик чиркӗвӗн нумай вӗрентӗвӗпе килӗшместпӗр пулин те, хамӑра протестантсем тесе шутламастпӑр. Акӑ мӗншӗн:
Протестантсен хӑш-пӗр вӗрентӗвӗсем Библире мӗн каланине хирӗҫлеҫҫӗ. Сӑмахран, Библи Турӑ пирки Троица темест, «Турӑ пӗрре» тесе вӗрентет (1 Тимофей 2:5; Иоанн 14:28). Ҫавӑн пекех унта йӗркесӗр ҫынсене тамӑкра асаплантараҫҫӗ тесе мар, вӗсене ӗмӗрлӗхех тӗп тӑвӗҫ тесе уҫҫӑн каланӑ (Псалом 36:9; 2 Фессалоника 1:9, 10).
Иегова Свидетелӗсем католик чиркӗвне е мӗнле те пулин урӑх чиркӗве хирӗҫ тӑмаҫҫӗ тата вӗсене улӑштарма тӑрӑшмаҫҫӗ. Пачах урӑхла, эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳретпӗр тата ҫынсене Турӑ сӑмах панисем пурнӑҫланассине ӗненме пулӑшатпӑр (Матфей 24:14; 28:19, 20). Эпир ытти тӗнсене улӑштарма тӑрӑшмастпӑр, эпир ырӑ чӗреллӗ ҫынсене Турӑ ҫинчен чӑннине тата унӑн Сӑмахӗнчи, Библири, чӑнлӑха вӗрентетпӗр (Колоссӑ 1:9, 10; 2 Тимофей 2:24—26).