Тӗп матералсем патне куҫӑр

Холокост вӑхӑтӗнче Иегова Свидетелӗсем мӗнпе тӗл пулнӑ?

Холокост вӑхӑтӗнче Иегова Свидетелӗсем мӗнпе тӗл пулнӑ?

 Холокост вӑхӑтӗнче Германире тата нацистсем ярса илнӗ ҫӗрсенче 35 000 патнелле Иегова Свидетелӗ пурӑннӑ. Вӗсенчен 1 500-е яхӑн ҫын вилнӗ. Хӑшӗ-пӗрисем мӗншӗн тата мӗнле вилни паллӑ мар. Ҫак темӑна халӗ те тӗпчеҫҫӗ, ҫавӑнпа цифрӑсемпе фактсене улшӑнма пултараҫҫӗ.

 Вӗсем мӗнле вилнӗ?

  • Нацистсем усӑ курнӑ гильотина

      Вилӗм приговорӗ. Германире тата нацистсем ярса илнӗ ҫӗрсенче 400-е яхӑн Иегова Свидетельне вӗлернӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ пирки суд вилӗм приговорӗ йышӑннӑ, вара вӗсене гильотина ҫинче вӗлернӗ. Ыттисене суд тумасӑрах пӗрсе е ҫакса вӗлернӗ.

  •   Хӑрушӑ та йывӑр условисем. Нацистсен концлагерӗсемпе тӗрмисенче 1 000 ытла Иегова Свидетелӗ вилнӗ. Вӗсем питӗ йывӑр ӗҫленӗрен, хӑйсене асаплантарнӑран, выҫлӑхран, сивӗрен, чир-чӗртен тата медицина пулӑшӑвӗ ҫукран вилнӗ. Ҫак питӗ йывӑр условисене пула вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленсе пынӑ чухне ирӗке тухнӑ хыҫҫӑн вилнӗ.

  •   Ытти сӑлтавсем. Иегова Свидетелӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене газ камерисенче, медицина эксперименчӗсене е процедурисене туса вӗлернӗ.

 Мӗншӗн вӗсене хӗсӗрленӗ?

 Иегова Свидетелӗсене вӗсем Библи тӑрӑх пурӑннӑшӑн хӗсӗрленӗ. Нацистсен влаҫӗ Иегова Свидетелӗсене Библири принципсене пӑсма хушсан, вӗсем ҫакна тума килӗшмен. Вӗсем «ҫынсене мар, Турра пӑхӑнса» тӑма шут тытнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29). Вӗсем Турра хӑш тӗлӗшрен шанчӑклӑ пулнине кӑтартакан икӗ тӗслӗхе пӑхса тухар.

  1.   Политикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусенче нейтралитет тытса тӑнӑ. Пӗтӗм тӗнчере пурӑнакан Иегова Свидетелӗсем пекех, нацистсем влаҫа тытса тӑнӑ чухне пурӑннӑ Свидетельсем те политикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусенче нейтралитет тытса тӑнӑ (Иоанн 18:36). Ҫавӑнпа вӗсем ҫак ӗҫсене тума килӗшмен:

    •   Вӗсем ҫара кайман е вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене туман (Исаия 2:4; Матфей 26:52).

    •   Вӗсем суйлавсенче сасӑламан, нацистсен организацийӗсене кӗмен (Иоанн 17:16).

    •   Вӗсем нацистсен ялавне чысламан тата «Хайль Гитлер!» тесе каламан (Матфей 23:10; 1 Коринф 10:14).

  2.   Иеговӑна пуҫҫапнӑ. Влаҫсем Иегова Свидетелӗсен ӗҫ-хӗлне чарса лартнӑ пулин те, Свидетельсем малалла та...

    •   ...пӗрле пухӑнса кӗлтунӑ тата Иеговӑна пуҫҫапнӑ (Еврейсем 10:24, 25);

    •   ...ырӑ хыпар сарнӑ тата Библие ӑнлантарса паракан литературӑна салатнӑ (Матфей 28:19, 20);

    •   ...пур ҫынпа та, ҫав шутрах еврейсемпе те, ырӑ пулнӑ (Марк 12:31);

    •   ...Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ, вӗсем Иеговӑран тунатӑп тесе документ ҫине ал пусман (Марк 12:30).

 Роберт Герварт профессор Иегова Свидетелӗсем пирки ҫапла каланӑ: «Виҫҫӗмӗш рейхра Иегова Свидетелӗсене кӑна хӑйсем мӗне ӗненнишӗн хӗсӗрленӗ» a. Концлагерьте ларакансем Иегова Свидетелӗсене вӗсем ҫирӗп ӗненнӗшӗн питӗ хисепленӗ. Тӗрмере ларнӑ пӗр Австри ҫынни ҫапла каланӑ: «Вӗсем вӑрҫа ҫапӑҫма каймаҫҫӗ, вӗсем кама та пулин вӗлериччен хӑйсем вилме хатӗр».

 Вӗсем ӑҫта вилнӗ?

  •   Концлагерьсем. Иегова Свидетелӗсенчен нумайӑшӗ Бухенвальд, Дахау, Заксенхаузен, Маутхаузен, Нидерхаген, Нойенгамме, Освенцим, Равенсбрюк тата Флоссенбюрг концлагерьсенче вилнӗ. Шанӑҫа тивӗҫлӗ источниксем тӑрӑх, пӗр Заксенхаузенра ҫеҫ 200-е яхӑн Иегова Свидетелӗ вилнӗ.

  •   Тӗрмесем. Иегова Свидетелӗсенчен пӗрисем тӗрмере асаплантарнине пула вилнӗ, теприсем допрос тунӑ чухне хӗненине пула вилнӗ.

  •   Вӗсене ӑҫта вӗлернӗ, ҫав вырӑнсем. Иегова Свидетелӗсене ытларах чухне Берлин-Плётцензе, Бранденбург-Гёрден тата Галле тӗрмесенче вӗлернӗ. Унсӑр пуҫне, документсем ҫирӗплетсе панӑ тӑрӑх, Свидетельсене тата 70 вырӑнта вӗлернӗ.

 Кама вӗлернӗ, ҫавсенчен хӑшӗ-пӗрисем

  •  Ят: Хелена Готтхольд

     Ӑҫта ӑна вӗлернӗ: Берлин-Плётцензе

     Хелена качча кайнӑ икӗ ачаллӑ хӗрарӑм пулнӑ. Ӑна темиҫе хут та арестленӗ. 1937 ҫулта допрос тунӑ чухне ӑна питӗ хытӑ асаплантарнӑран унӑн хырӑмӗ ӳкнӗ. 1944 ҫулхи декабрӗн 8-мӗшӗнче ӑна Берлин-Плётцензе тӗрмере гильотина ҫинче вӗлернӗ.

  •  Ят: Герхард Либольд

     Ӑҫта ӑна вӗлернӗ: Бранденбург-Гёрден

     1943 ҫулхи майӑн 6-мӗшӗнче 20 ҫулхи Герхардӑн пуҫне каснӑ. Ҫак тӗрмерех икӗ ҫул маларах унӑн ашшӗне гильотина ҫинче вӗлернӗ. Юлашки ҫырӑвӗнче вӑл хӑйӗн килтисемпе ҫураҫнӑ хӗрӗ патне ҫапла ҫырнӑ: «Мана Ҫӳлхуҫа хӑйӗн хӑватне паман пулсан, эпӗ ҫак ҫула утса тухайман пулӑттӑм».

  •  Ят: Рудольф Аушнер

     Ӑҫта ӑна вӗлернӗ: Галле

     1944 ҫулхи сентябрӗн 22-мӗшӗнче Рудольфӑн пуҫне каснӑ. Вӑл 17-ре кӑна пулнӑ. Юлашки ҫырӑвӗнче вӑл амӑшӗ патне ҫапла ҫырса янӑ: «Нумай тӑван ҫак ҫулпа утса тухма пултарнӑ, эпӗ те утса тухма пултарӑп».

a Hitler’s Hangman: The Life of Heydrich, С. 105.