Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем хӑйсем пуҫтарӑнакан вырӑна чиркӳ темеҫҫӗ?
Библире хӑш-пӗр чухне «чиркӳ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ ӗненекен ҫынсен ушкӑнне пӗлтерет, вӗсем пуҫтарӑнакан ҫурта мар.
Акӑ пӗр тӗслӗх. Библире Эфес 5:25—27-мӗшӗсенче «Христос та ӗненекенсене (Чиркӗве) юратнӑ» тата «Хӑй умне мухтавлӑ Чиркӳ... туса тӑратасшӑн» тесе ҫырнӑ. Ҫак сӑвӑ йӗркисенчен «чиркӳ» сӑмах кил-ҫурта мар, ҫынсен пухӑвне пӗлтерни уҫҫӑн курӑнать, ҫав пуху Христос юратакан ҫынсенчен тӑрать a.
Ҫавӑнпа эпир хамӑрӑн Турра пуҫҫапмалли вырӑнсене чиркӳсем мар, Турӑ Патшалӑх залӗсем тетпӗр.
Мӗншӗн вӗсене Иегова Свидетелӗсен Патшалӑх залӗсем теҫҫӗ?
Мӗншӗн тесен:
Ҫак ҫуртсем — тӗлпулусем ирттермелли залсем.
Эпир унта Иеговӑна, Библи Туррине, пуҫҫапма тата ун ҫинчен пӗлтерме пухӑнатпӑр (Псалом 82:19; Исаия 43:12).
Ҫавӑн пекех тӗлпулусенче эпир Иисус час-часах вӗрентнӗ Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлӳ илетпӗр (Матфей 6:9, 10; 24:14; Лука 4:43).
Эпир сире ҫывӑхри Патшалӑх залне пырса курма сӗнетпӗр, вара эсир Иегова Свидетелӗсем хӑйсен тӗлпулӑвӗсене мӗнле ирттернине курма пултарӑр.
a Ҫакнашкал сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем ҫак сӑвӑ йӗркисенче те тӗл пулаҫҫӗ: 1 Коринф 16:19; Колоссӑ 4:15; Филимон 2.