Иегова Свидетелӗсем ӗҫ укҫин вуннӑмӗш пайне тӳлеҫҫӗ-и?
Ҫук, Иегова Свидетелӗсем ӗҫ укҫин вуннӑмӗш пайне тӳлемеҫҫӗ. Эпир хамӑр ӗҫе ҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе туса тӑратпӑр. Иегова Свидетелӗсем ӗҫ укҫин вуннӑмӗш пайне мӗншӗн тӳлемеҫҫӗ?
Тупӑшӑн вуннӑмӗш пайне тӳлемелле тесе Моисей Законӗнче каланӑ, ӑна авалхи Израиль халӑхне панӑ пулнӑ. Библире вара христиансен ҫав закон тӑрӑх пурӑнмалла мар, ҫав шутра «вуннӑмӗш пая» памалла мар тесе уҫҫӑн каланӑ (Еврейсем 7:5, 18; Колоссӑ 2:13, 14).
Иегова Свидетелӗсем ӗҫ укҫин вуннӑмӗш пайне е парнесем пуҫтармаҫҫӗ. Вӗсем малтанхи христиансенчен тӗслӗх илеҫҫӗ. Сӑваплӑ ӗҫе тума вӗсене икӗ май пулӑшать: ырӑ хыпар пӗлтерес тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе тӳлевсӗрех туни, ҫавӑн пекех ҫынсем кӑмӑлтан укҫа-тенкӗ пани.
Ҫапла майпа, эпир Библи христиансене чӗнсе каланине итлетпӗр: «Пурсӑр та кӑмӑл курса, кӳренмесӗр, хӑвӑр ирӗкӗрпе парӑр: хӑй ирӗкӗпе паракана Турӑ юратать» (2 Коринф 9:7).