Иегова Свидетелӗсем Иисус Христоса ӗненеҫҫӗ-и?
Ҫапла, эпир Иисуса ӗненетпӗр, вӑл каланӑ: «Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те; Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ» (Иоанн 14:6). Эпир Иисус Христос ҫӗр ҫине пӗлӗтрен килнине тата хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр этем пурнӑҫне пире тӳлесе илме панине ӗненетпӗр (Матфей 20:28). Иисуса ӗненекенсем, вӑл вилнине тата чӗрӗлсе тӑнине пула, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултараҫҫӗ (Иоанн 3:16). Иисус халӗ патша пулнине тата Туррӑн пӗлӗтри Патшалӑхӗнче ертсе пынине те эпир ӗненетпӗр, ҫав Патшалӑх кӗҫех пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе тӑнӑҫлӑ пурнӑҫ туса парӗ (Ӳлӗмхине 11:15). Апла пулин те вӑл «Аттем Манран аслӑ» тени тӗрӗсси пирки эпир иккӗленместпӗр (Иоанн 14:28). Ҫавӑнпа эпир Иисус Христоса пуҫҫапмастпӑр, ӑна Пурне те Пултаракан Турӑ вырӑнне хумастпӑр.