Иегова Свидетелӗсем инкек-синкеке лекнисене пулӑшаҫҫӗ-и?
Ҫапла, Иегова Свидетелӗсем инкек-синкек вӑхӑтӗнче ыттисене час-часах пулӑшу параҫҫӗ. Эпир пӗрле ӗненекенсене те, Свидетель маррисене те пулӑшатпӑр, мӗншӗн тесен Библире Галати 6:10-мӗшӗнче ҫырнине тытса тӑратпӑр, унта каланӑ: «Май пур чухне пурне те ырӑлӑх тӑвар, пуринчен ытла хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене ырӑлӑх тӑвар». Ҫавӑн пекех эпир инкеке лекнӗ ҫынсене Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курса йӑпататпӑр, ҫакӑ йывӑр вӑхӑтра питӗ кирлӗ (2 Коринф 1:3, 4).
Организаци
Инкек пулса тухнӑ вырӑнти пухусенчи старейшинӑсем пӗр тӑхтамасӑр хӑйсен пухӑвӗнчи ҫынсемпе ҫыхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ: вӗсем чӗрех-сывах пулнине е вӗсене пулӑшу кирлипе кирлӗ маррине ыйтса пӗлеҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн старейшинӑсем ҫак информацие тата инкек тӳснисене пулӑшас тесе мӗн туни ҫинчен отчет Иегова Свидетелӗсен ҫывӑхри филиалне ярса параҫҫӗ.
Инкек тӳснӗ районти пухусем кирлӗ пулӑшӑва пама вӑй ҫитереймеҫҫӗ пулсан, Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ унта мӗн кирли пурте пултӑр тесе тӑрӑшать. Малтанхи христиансем те выҫлӑх вӑхӑтӗнче пӗр-пӗрне пулӑшнӑ (1 Коринф 16:1—4). Ҫав вырӑнти филиал ҫак ӗҫе пӗрлехи вӑйпа тӑвас тесе пулӑшу паракан комитетсем йӗркелет. Ытти ҫӗрте пурӑнакан Свидетельсем инкеке лекнисене укҫа-тенкӗпе тата япаласемпе пулӑшаҫҫӗ, хӑйсен вӑхӑтне те шеллемеҫҫӗ (Ытарӑшсем 17:17).
Укҫа-тенкӗ
Иегова Свидетелӗсен филиалне килсе тӑракан укҫа-тенкӗпе инкек-синкек тӳсекенсене пулӑшма та усӑ кураҫҫӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 11:27—30; 2 Коринф 8:13—15). Доброволецсем тӳлевсӗр ӗҫлеҫҫӗ, ҫавӑнпа харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗ ҫав ӗҫе тӑвакансене тӳлеме мар, йӑлтах пулӑшу кирлӗ ҫӗре каять. Ҫынсем кӑмӑлтан панӑ укҫа-тенкӗ пӗтӗмпех кирлӗ ҫӗре кайтӑр тесе эпир тӗплӗн тӗрӗслесе тӑратпӑр (2 Коринф 8:20).